14 января 2017 г.
Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнчи Ананий Ивановпа вăрах вăхăт калаçса лартăмăр. Учительте чылай çул ĕçленĕскер, хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки пит каласа парасшăн пулмарĕ пулин те хăшпĕр самантсене уçса пама килĕшрĕ.
– Пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмччĕ ун чухне. Пĕр кунхине шкул пурнăçĕпе çыхăнтарса заметка çыртăм та Мускавра тухса тăракан «Пионерская правда» хаçата ярса патăм,– иртнине аса илчĕ А. Иванов. – Юратнă хаçатăн кашни номерне, киле килмессерен, тĕплĕн пăхса тухаттăм, анчах манăн хайлав кун çути курассине кĕтсе илесси пулмарĕ. Ун вырăнне вара Мускавран çыру килчĕ. Унта хавхалану хушакан сăмахсене вуласа тухсан чун питĕ хĕпĕртерĕ. Çырас туртăм çуралчĕ. Пушă вăхăт тупăнсан тÿрех алла ручка тытаттăм. Тульккĕш хамăн ĕçсене пĕр редакцие те сĕнмен. Çамрăк пулнă та – вăтанни тытса тăнă ахăртнех.
1958 çулта алла аттестат илсен Элĕкри пахчаçимĕç комбинатне ĕçе вырнаçать, аслисемпе тан тăрăшма пуçлать. Кунта ĕçлекенсемпе кĕске вăхăтра пĕр чĕлхе тупать. Комбинат хăйĕншĕн иккĕмĕш кил вырăнĕ пулса тăнине чунĕпе туйса илет. Пĕррехинче коллективăн ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарса заметка çырать. Ăна республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» хаçата ăсатать.
– Пĕр кунхине хаçата алла тытрăм та – хытса тăтăм: манăн ĕç пичетленнĕ иккен. Вăл пысăк лаптăк йышăнмастчĕ пулин те савăнăç тыткăнне кĕрсе ÿкрĕм. Çакăн хыççăн тĕрлĕ хаçат-журналпа туслашма пуçларăм,– тет ĕç ветеранĕ.
1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Элĕк районĕн «Ленин çулĕпе» хаçат редакцине ĕçе вырнаçать, корректорта тимлеме пуçлать. Майĕпен хаçат ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илет. Кĕçех çамрăка литература сотрудникне куçараççĕ. Пĕр вăхăт яваплă секретарьте тăрăшать.
– Манăн хайлавсем республикăри хаçатсенче тата «Ялав» журналта çапăна-çапăна тухрĕç. Чăваш радио кăларăмĕсенче те янăратчĕç,– пĕлтерет ĕнерхи журналист.
– Калавсем те çырнă эппин.
– Çапла. Анчах пĕрремĕш калав Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатĕнче кун çути курчĕ. «Пуçлăха кĕтсе» ят панăскер кулăшпа çыхăннăччĕ. Çакăнтан пуçласа литература хайлавĕсем çырма пикентĕм. Эпир, элĕксем, вăл вăхăтра вăрнарсемпе туслăн çыхăнса ĕçлеттĕмĕр. Пĕр-пĕрин патĕнче час-часах пулаттăмăр, хамăрăн шухăш-тĕллевсене уçса параттăмăр. М.Васильевпа, В.Москвинпа тата В. Кузьминпа тĕл пулса калаçнисем халĕ те асра. Виççĕшĕ те питĕ ăста çыратчĕç, çавăнпа вĕсенчен вĕренмелли те пурччĕ. Çавăн пекех типографи ертÿçине В.Сорокина та пĕлмен мар.
Элĕкре редакцире ĕçленĕ тапхăрта Вăрнар район хаçатне тĕрлĕ темăпа çырнă статьясемпе май пур таран тивĕçтерсе тăнă. «Çĕнтерÿ çулĕ» питĕ интереслĕччĕ. Тиражĕ те пысăкчĕ. Вăрнарсен хаçатне алла тытма кăмăллă пулнине пытармастăп. Халĕ те Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакан тăвансем патне çитсен тÿрех «Çĕнтерÿ çулне» тупса пама ыйтатăп. Манăн кăмăла вăхăта вăраха тăсмасăр тивĕçтереççĕ вĕсем. Çапла майпа райхаçатпа туллин паллашатăп. Мĕнех калăн, хальхи вăхăтра та вăрнарсем район территорийĕнче сарăлакан периодика кăларăмне тулли содержаниллĕ кăлараççĕ. Тĕп редактор коллектива тĕрĕс çулпа илсе пыни аван палăрать.
– 1971 çулта учитель специальноçне илнĕ хыççăн тăван Вутлан шкулне куçрăм. 2006 çулхи çурла уйăхĕччен кунта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Учительте те, директорта та ĕçлеме тÿр килчĕ,– кăмăллăн калаçрĕ Ананий Иванович.
Калаçу сыпăнса пынă май ăна тĕрлĕ шайри Мухтав хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысланине пĕлтĕм. Акă 1979 çулта «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. 2003 çулта Раççей Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине панă. Шкулта ĕçленĕ çулсенче «Учительская газета» хаçатпа çыхăну тытнă. Республикăри хаçатсенче те пичетленнĕ.
– Пурнăç çине ÿпкелешместĕп. Райхаçатра ĕçленĕ ырă самантсене те, шкулта ачасене вĕрентнĕ çутă тапхăрсене те нихăçан та асран кăларас çук . Вĕсем манăн чĕрене яланлăха кĕрсе вырнаçнă. Эпĕ вĕрентнисенчен чылайăшĕ çĕршывшăн усăллă çынсем пулса тăчĕç,– шалти туйăма уçрĕ ĕç ветеранĕ.
Ананий Иванов халĕ тивĕçлĕ канура. Вăхăта ытларах килти хуçалăхра ĕçлесе ирттерет. Хаçат-журнал нумай вулать. Пуçа килнĕ шухăшсене тепĕр чух хут çине те куçарать. Çырасси уншăн яланлăха чун киленĕçĕ пулса юлнă.
Юрий КОРНИЛОВ.