Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпли следствирен пăрăнаймасть

14 января 2017 г.

Ыран, январĕн 15-мĕшĕнче, Раççей следстви комитетне йĕркеленĕренпе ултă çул çитет. Çавна май пирĕн корреспондент Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕнче пулнă, пай ертÿçипе Александр Гаврилов юстици подполковникĕпе калаçнă.

– Александр Валерьевич, професси уявĕ – пĕтĕмлетÿсем тумалли сăлтав та. Хăвăрăн следстви пайĕн иртнĕ çулхи ĕçне мĕнле хакланă пулăттăр?

– 2016 çулта следстви пайĕ преступленисемпе çыхăннă 600 ытла пĕлтерĕве пăхса тухнă, вĕсем тăрăх 176 уголовлă ĕç пуçарнă. Суда 200 преступлени тĕлĕшпе 111 уголовлă ĕç ярса панă. Ку пысăк цифра. Пирĕн штатра вара 9 çын кăна. Пай ултă муниципалитета: Çĕмĕрлепе Улатăр хулисене, Çĕмĕрле, Улатăр, Вăрнар тата Пăрачкав районĕсене пĕрлештерет, тивĕçтерÿ территорийĕнче пĕтĕмпе 135809 çын. Тиев пысăк пулин те пирĕн сотрудниксем службăри тивĕçе чыслăн, чунтан пурнăçлаççĕ.

– Эсир тĕпчекен преступленилле ĕçсем хушшинче халăхра анлă кăсăклантару çуратакан ĕçсем  пур-и? Чи пĕлтерĕшлисем пирки калаймăр-и?

– Çынсене уйрăмах ачасем хутшăннипе пулнă ĕçсем шухăшлаттараççĕ-тĕлĕнтереççĕ. Пĕлтĕр акă Вăрнар районĕнче 27-ри хĕрарăм ывăлне тивĕçлĕ пăхманни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем нумай çырчĕç. Следстви тата район сучĕ ниçта та ĕçлемен çак хĕрарăм 2014 çулхи сентябрьтен тытăнса кăçалхи августчен 2010 çулта çуралнă ывăлне пăхас тивĕç пирки час-часах маннине палăртнă. Ăна вăл тăтăшах хĕненĕ, патакпа, телефон шнурĕпе çапнă. Пĕррехинче вара вĕлтренпе çунтарнă. Тĕрĕссипе, ачи çине вăл сăлтавсăр тенĕ пекех алă çĕкленĕ. Шашлыка кайса эрех ĕçнĕ хыççăн ывăлне вăрманта пăрахса хăварни те пулнă. Юрать, ача киле çул тупма пултарнă. Ун чухне амăшĕ килĕнче пулман, ача пĕчченех çывăрма выртнă. Хĕрарăм ăна ытти чух та пĕччен хăварнă, хăй ĕçме тухса кайнă. Çак пулăмсене свидетель çирĕплетнĕ. Хĕрарăм та айăпне туллин йышăннă. Уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухнă. Ун тĕпчевĕсем тăрăх район  администрацине тата ял поселенине представленисем тăратнă. Суд хĕрарăма условнăй майпа 3 çул та 1 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çемьене профилактика органĕнче учета илнĕ.

Хальхи вăхăтра Вăрнар районĕнчи виçĕ çамрăк – 20 тата 21-ри пиччĕшсем, çавăн пекех вĕсен 22-ри пĕлĕшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ. Ку ĕç кĕçĕн çулхи хĕрачана мăшкăлланипе çыхăннă. Следстви версийĕпе, 2015 çулхи июньте 22-ри арçын хĕрачапа хăйĕн пĕлĕшĕн килĕнче ар çыхăнăвне кĕнĕ. Çав уйăхрах пĕртăван пиччĕшĕсем çак ялтах хăйсен килĕнче çак хĕрачанах мăшкăлланă, вĕсенчен аслăраххи 2016 çулхи ноябрьте каллех хĕрачапа ар сĕмĕллĕ ĕçе пурнăçланă. Çак фактсем шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче профилактика рейчĕсем ирттернĕ вăхăтра çиеле тухнă. Ĕç тĕлĕшпе тĕрлĕ экспертизăсем палăртнă. Тĕпчев малалла пырать.

Айăпа кĕнĕ çынсем те халăхра тĕрлĕ шухăш çуратаççĕ. Çĕмĕрле районĕнчи пĕр депутат акă автомобиль рулĕ умне ÿсĕрле ларнăшăн явап тытнă пулнă, анчах пĕлтĕр ГИБДД инспекторĕсем ăна çак сăлтавпах тытса чарнă.

Уголовлă явапран Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн унчченхи пуçлăхĕ те хăтăлайман.

2014 çулхи октябрьте чиновник пĕр арçынна, вăл черетре тăман пулин те, общежитире пÿлĕм уйăрса панă, 2015 çулхи февральте çак пÿлĕме тÿлевсĕрех харпăрлăха парасси çинчен килĕшÿ тунă. Çапла поселок бюджетне 350 пин ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Унсăр пуçне, иртнĕ çулхи ноябрь вĕçĕнче вăл вырăнти пĕр коммерци организацийĕпе кивĕ çуртсене пăсассипе 225 пин тенкĕлĕх килĕшÿ çырнă, анчах та ĕçсене 174 пин тенкĕ енне çеç пурнăçланă. Муниципаллă пĕрлĕх хыснине каллех 50 пин ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Суд тенкелĕ çине ларакан тĕлĕшпе экспертиза ирттернĕ, свидетельсене ыйтса пĕлнĕ. Чиновник хăй айăпне туллин йышăннă. Суд ăна условнăй майпа пĕр çул ирĕкрен хăтарма йышăннă.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Пăрачкав район станцийĕн пĕр ялти ветеринари участокĕн ертÿçин хăтланкаларăшĕ те тĕлĕнмелле. Пĕлтĕрхи август пуçламăшĕнче вăл Напольное ялти икĕ килте сыснасене сипленĕ. Вĕсенчен хăшĕсен сыснасен Африка чирĕн паллисем те пулнă, анчах та пĕр килте икĕ сысна вилсен ветеринар сăлтавне палăртмасăрах кил хуçине вилнĕ выльăхсене ял çывăхĕнче чавса пытарма хушнă. Çавна май ку территорие хăрушă чир вирусĕ çакланнă. Ку тепĕр килте сысна вилсен тин палăрнă.

– Коррупципе кĕрешесси тĕлĕшпе лару-тăру еплерех-ши тата?

– Ку ыйту пирĕн ĕç-хĕлре чи çивĕччисенчен пĕри. 2016 çулта пирĕн следовательсем коррупци сĕмĕллĕ 37 ĕç пуçарнă. Уголовлă ĕçсенчи фигурантсем – депутатсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, федераллă органсемпе учрежденисен, муниципалитетсен, коммерцилле организацисен ертÿçисем. Сăмахран, УФСИНăн КП-8 экс-начальникне колонире ларакансене хăйĕн çурт строительствинче ĕçлеттернĕшĕн, Улатăрти профессилле вĕренÿ заведенийĕн тĕп бухгалтерне 1 млн та 800 пин тенкĕ укçа вăрланăшăн айăпланă. Кунашкал ĕçсем татах пулнă.

– Следовательсен ĕçĕ çынсен шăпипе çыхăннă. Вăл пысăк яваплăх ыйтать. Мĕнлерех пулмалла-ха ку тытăмра тимлекенĕн?

– Следователь ĕçĕ çăмăл мар. Тишкерме пĕлни, анлă тавракурăм, хăйĕн шухăшне çирĕплетме-ĕнентерме пултарни, çивĕч ăс-хакăл, психика çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх, яваплăх, тавçăрулăх, тĕрĕслĕх – акă пирĕн ĕçченсен тĕп енĕсем. ,çе чунтан парăнсан кăна ăна тĕрĕс татса пама пулать.

Професси уявĕ умĕн хамăр сотрудниксене пысăк профессионализмшăн, чăтăмлăхшăн, принципиаллăхшăн, хăйсен вăхăтне шеллемесĕр службăна парăннăшăн тав тăватăп. Вĕсен çемйисене те ăнланнăшăн пысăк тав. Пурне те, вăл шутра следстви ветеранĕсене те, çамрăксене пулăшса пынăшăн, уйрăммăн – Иван Леонидович Ерофеева, отставкăри юстици подполковникне, чĕререн саламлатăп. Следстви пайĕн çитĕнĕвĕ – право хуралĕн органĕсемпе, вăл шутра прокуратурăпа, полиципе тата ФСБпа пĕрле пурнăçланă пĕрлехи ĕç. Вĕсене те пысăк тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика