14 января 2017 г.
Шел те, хăшпĕр çынсем кану кунĕсене лăпкă, хаваслă ирттерме пĕлмеççĕ. Çакна Çĕнĕ çул каникулĕсем каллех çирĕплетсе пачĕç. Районта кăçал та ку тапхăрта кăмăлсăр ĕçсем сахал мар пулчĕç.
Раççей шалти ĕçсен районсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсенче йăлари инкексем ытларах çырăннă. Декабрĕн 31-мĕшĕнче акă курантсем 12 çапиччен Услантăр Енĕшри пĕр çамрăк çемьере харкашу тухнă. Арçын арăмне пуртă тăршшипе лĕпки тĕлĕнчен амантнă, хĕрарăма Канаш хула больницине ăсатма тивнĕ.
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче харăсах районта темиçе çемьере харкашу тухнă. Кÿстÿмĕрти çамрăк арçынна тем килĕшмен – вăл та пĕрле пурăнакан хĕрарăм çине алă çĕкленĕ. Инкек тÿснин хут уйăрттарман мăшăрĕ унччен те судпа айăпланнă пулнă. Вăрманкасра вара икĕ арçын пĕрле ĕçсе супнă хыççăн пĕр-пĕрне хĕнесе пĕтернĕ. Мăн Явăшри çамрăк арçынна та тем пулнă – пĕлĕшне чышкăсемпе тапăннă.
Январĕн 2-мĕшĕнче Мăньял Хапăсри пĕр арçынна усал ернĕ тейĕн, вăл хут уйăрттарман хăйĕнчен чылай çамрăк арăмне çеç мар, вунпĕрти ывăлне те хĕрхенсе тăман – иккĕшне те тытса хĕненĕ.
Çул пуçламăшĕнче полици ĕçченĕсен Мăн Явăшри пĕр çемьене икĕ кун харăс çул тытма тивнĕ – арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăма икĕ хутчен хĕненĕ.
Çак кунсенче çавăн пекех Уйкас Кипекри çамрăк арçын тавлашса кайнă хыççăн аслăрах ÿсĕмри арçынна кăкăрĕнчен тăрăнтарнă, Вăрнарта 44-ри маларах та судпа айăпланнă арçын 30-ти арçынăн янахне амантнă, Катăшра упăшки арăмне хĕненĕ, Вăрнарта кинĕ хунямăшне пуçĕнчен çатмапа çапнă. Тепĕр тĕслĕхре Мăн Турханти 76-ри хĕрарăм, Вăрнара хăнана килнĕскер, 86-ри кинемее тимĕр алтăрпа çапнă.
Январĕн 1–8-мĕшĕсенче районта 11 çын пурнăçран уйрăлнă. Вăл шутран иккĕшĕ хăйсем çине алă хунă – çакăннă.
Çавăн пекех çак кунсенче Калинино салинчи пĕр кафере сăрана илсе тухмалла сутнине, Кив Мĕлĕшре, Вăрнар поселокĕнче спирт шĕвекĕ ярăнтарнине, Вăрнарти пĕр лавккара одеколон сутнине тупса палăртнă.
Çĕньял Хапăсра кăмака юсавсăр пулнă пирки мунча çунса кайнă. Çĕньял Нурăсра Муркаш район çыннин автомашини хыпса илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта пилĕк пушар пулнă, пĕр çын вилнĕ.