30 декабря 2016 г.
Çĕнĕ 2017 çула кĕтсе районта уяв мероприятийĕсем йышлă ирттереççĕ.
Районăн тĕп елки декабрь çурринче хăй вырăнне йышăнчĕ. Асамлă уявсене вăйă-кулăра старт пачĕç.
Хыççăнах «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ пуçарнипе районта пуçласа Хĕл Мучисемпе Юрпикесен парачĕ иртрĕ. Иртнĕ вырсарникун предприятин актовăй залĕнче ачасене хаваслă елкăна йыхравларĕç. Вăйă-кулăра савăнтараканĕсем – Шупашкарти пукане театрĕн артисчĕсем. Çак кунах кунта хамăр тата Йĕпреç районĕсенчи нумай ачаллă тата тупăш сахал илекен çемьесенчи ачасем валли елка йĕркеленĕ.
Кăçалхи Раççей киновĕн тата ,ç çыннин çулталăкĕсене ăсатса районти культура çуртĕнче ирттернĕ уява та Çĕнĕ çулпа çыхăнтарчĕç.
Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕн елки пулнă. Çĕнĕ çул пики тавра шкул отличникĕсене, спорт мероприятийĕсен, конкурс-олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене пуçтарнă.
Шкулсенче, ача сачĕсенче ачасене пуян программăпа саламлаççĕ. Культура учрежденийĕсем Çĕнĕ çул умĕн çеç мар, каникул валли те уяв мероприятийĕсем хатĕрленĕ. Кану кунĕсенче районта спорт мероприятийĕсем те йышлă иртĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.