30 декабря 2016 г.
– Куçман пурлăха страхламалла е çук; Çак ыйту çине пурлăх хуçи хăй кăна хуравлама пултарать.
МЧС сводкисенче вăхăтран вăхăта республика территорийĕнче пушара, шыв сарăлнине е çил-тăвăла пула сиксе тухнă инкексем пирки, çавăн пекех МВД сводкисенче пурлăха çаратнă тĕслĕхсем пирки пĕлтернине вулатпăр. Шел, çак ырă мар пулăмсенчен хăтăлма яланах май килмест. Çав вăхăтрах страхлав пирки малтанах шутласан тăкака саплаштарма пулать.
Страхлав полисĕ пурри инкекре пĕтнĕ çурт вырăнне çĕннине туса лартма пулăшать. РОСГОССТРАХ пек пысăк страхлав кампанийĕсем тăкака хăвăрт саплаштараççĕ, нумай документ та тăратма ыйтмаççĕ, чылай ыйтăва йĕркелеме пулăшаççĕ.
Пурне те – пÿрте, мунчана, гаража, сарайне, карта-хÿмене те страхлама пулать. Ку кăна мар, виççĕмĕш çынсем умĕнчи яваплăха та страхлама май пур, кун пек чухне пурлăх хуçи айăпĕпе кÿршĕсен пурлăхне кÿнĕ тăкака страхлав кампанийĕ саплаштарать.
РОСГОССТРАХ специалисчĕсем страхлав докуменчĕсене хăвăрт, тÿлевсĕр хатĕрлеççĕ.
Страхланин пысăк усси пирки, паллах, страхлав тÿлевĕн укçине илнисенчен ыйтса пĕлме пулать. 2016 çулхи тăхăр уйăхра пÿрт-çурта страхланă килĕшÿсем тăрăх, акă, РОСГОССТРАХăн Чăваш Республикинчи филиалĕ 26 миллиона яхăн тенкĕ тÿленĕ. Вăрнар районĕпе кăçалхи вунпĕр уйăхра страхлав тĕслĕхĕсемпе 10 миллион та 350 пин тенкĕ тÿленĕ: 8 миллион та 10 пин тенки – ОСАГОпа, 881 пин тенки – уйрăм çынсен пурлăхĕ, 135 пин тенки – выльăх-чĕрлĕх, 73 пинĕ – «МАРС» ритуал страхлавĕ, 902 пин тенки – пурнăç страхлавĕ, 327 пин тенки сарăмсăр инкексем тĕлĕшпе.
Пурлăх тĕлĕшпе тăкака саплаштарма илнĕ укçашăн тав туса пирĕн пата час-часах шăнкăравлаççĕ. Йывăр вăхăтра хамăр енчен вĕсене пулăшма пултарнăшăн эпир те савăнатпăр.
Страхлав агенчĕ кирек хăш вăхăтра та – шăрăхра та, шартлама сивĕре те, çумăр вăхăтĕнче те – клиентсемпе тĕл пулать, пулăшать. Вăрнарти страхлав уйрăмĕнче чи маттур агентсенчен Валентина Николаевна Карпована, Эльвира Павловна Якимована тата ыттисене палăртмалла. Эпир хамăрăн страхлав агенчĕсемпе мухтанатпăр, вĕсене йывăр та пархатарлă, питĕ кирлĕ ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат вулаканĕсене 2017 çул ячĕпе чунтан саламлатăп, инкек-синкексем сирĕнтен аякран иртчĕр. Çав вăхăтрах хăвăрăн пурлăха страхлама та ан манăр.