30 декабря 2016 г.
Кăçалхи çула район спортсменĕсем лайăх çитĕнÿпе вĕçлеççĕ. Футболистсем, волейболистсем, çăмăл атлетсем, йĕлтĕрçĕсем, кĕрешÿçĕсем чаплă результатсем кăтартрĕç.
Çак кунсенче акă кĕрешÿçĕ-хĕрсем Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турниртан таврăннă. Вăрнарсенчен Чăваш ен пĕрлештернĕ команди йышĕпе унта виççĕн хутшăннă: Мăн Турханти Анастасия Дмитриева, Вăрнарти Лена Ластухина тата Милена Федорова.
Хĕрсенчен иккĕшĕ финала тухнă. Хĕрÿ кĕрешÿре Милена виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шел, Настьăна ăнăçман, бронза-вырăна вăл выляса янă.
Кире спортĕнче те кăçал вăрнарсем лайăх результатсемпе савăнтарчĕç. Ку енĕпе Калинино шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентне Олег Леонтьева тивĕçлипех «пиллĕк» лартмалла. Шĕнер Ишек каччи шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Александр Федорович Михайлов физкультура учителĕ ертсе пынипе районта, республикăра пĕрре мар çĕнтерчĕ.
Паян вăл аслăрах юлташĕсен Анатолий Авруйскин, Денис Тимофеевăн, Алик Волковăн тĕслĕхĕпе малалла та малалла талпăнать. Октябрьте вăл «Хыпар» хаçат парнисемшĕн иртнĕ турнирта çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ноябрь пуçламăшĕнче Санкт-Петербургра иртнĕ «Юность России» турнирта та ăна çитекен пулман. Хыççăн вăл Кировра йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта мала тухрĕ. Ку уйăхра вара Томскра иртнĕ Раççей первенствинче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Кăкăртан тĕртсе 32 килограмлă икĕ кире пуканне 65 хут, туртăнтарса алăсене улăштарса 60 хут çĕкленĕ. Çак результатсемпе вăл тăванĕсемпе çывăх çыннисене, тренерсене çеç мар, район çыннисене те савăнтарчĕ.
Ку уйăхра кире пуканне çĕклессипе районта та ăмăрту пулчĕ. Уйрăм виçе категорийĕсенче хĕрсемпе каччăсем лайăх результатсем кăтартрĕç.
– Спортăн ку тĕсĕ ÿт-пĕве çирĕплетессинче пысăк вырăн йышăнать. Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлеме ак çирĕп, сывлăхлă кĕлеткеллисене кăна суйласа илеççĕ, – пĕлтерет çамрăксене кире пуканĕпе туслаштарассипе нумай çул вăй хунă Анатолий Иванов.
Районти турнирта чи маттуррисем Калининăри шкулта вĕренекенсем пулнă. Учителĕ – Александр Михайлов. Иккĕмĕш вырăнта – Кÿстÿмĕр шкулĕнчи Александр Политовăн, виççĕмĕшĕнче Кульцав шкулĕнчи Владимир Максимовăн вĕренекенĕсем.
Светлана ЧИКМЯКОВА.