30 декабря 2016 г.
Ку уйăхра сивĕсем те нумай тăмарĕç, анчах инкеклĕ пулăмсем районта та пулчĕç.
Маларах Уйкас Кипекре пĕр хĕрарăм шăнса вилнине çырнăччĕ. Хыççăнах, декабрĕн 23-мĕшĕнче, районти тĕп больница территорийĕнче 44-ри хĕрарăм ÿтне тупнă. Вăл та шăннипе пурнăçран уйрăлни палăрнă. Хĕрарăм психиатр патĕнче учетра тăнă, психиатри больницинче тăтăшах сипленнĕ пулнă.
Малтан пăхнă тăрăх, хĕрарăм вилĕмĕнче криминаллă йĕрсем асăрхаман. Сăлтавне пĕлес тĕлĕшпе судпа медицина экспертизине палăртнă.