Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачине хĕн кăтартнăшăн

30 декабря 2016 г.

Çĕмĕрлери следстви пайĕ районти 27-ри хĕрарăм тĕлĕшпе пухнă çирĕплетÿсем суда приговор йышăнма çителĕклĕ пулнă.

Следстви тата район сучĕ ниçта та ĕçлемен çак хĕрарăм 2014 çулхи сентябрьтен тытăнса кăçалхи августчен 2010 çулта çуралнă ывăлне пăхас тивĕç пирки час-часах маннине палăртнă. Ăна вăл тăтăшах хĕненĕ, патакпа, телефон шнурĕпе çапнă. Пĕррехинче вара вĕлтренпе çунтарнă. Тĕрĕссипе, ачи çине вăл сăлтавсăр тенĕ пекех алă çĕкленĕ. Шашлыка кайса эрех ĕçнĕ хыççăн ывăлне вăрманта пăрахса хăварни те пулнă. Юрать, ача киле çул тупма пултарнă. Ун чухне амăшĕ килĕнче пулман, ача пĕчченех çывăрма выртнă. Хĕрарăм ăна ытти чух та пĕччен хăварнă, хăй ĕçме тухса кайнă.

Çак пулăмсене свидетель çирĕплетнĕ. Хĕрарăм та айăпне туллин йышăннă. Уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухнă. Ун тĕпчевĕсем тăрăх район администрацине тата ял поселенине представленисем тăратнă. Суд хĕрарăма условнăй майпа 3 çул та 1 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Çемьене профилактика органĕнче учета илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика