30 декабря 2016 г.
Чăваш Республикинче виççĕмĕш ача тата ун хыççăнхисем çуралсан (усрава илсен) вĕсем виçĕ çула çитиччен уйăхсеренхи укçа тÿлемелли саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ Чăваш Республикин 2016 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăннă 104 № саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн хушма пулăшăвне ача 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен çуралсан (усрава илсен) кăна параççĕ.
2014 – 2016 çулсенче çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсеренхи укçана вĕсем виçĕ çул тултариччен яланхи пекех тÿлеççĕ.
Хальхи вăхăтра уйăхсеренхи тÿлев 8596 тенкĕпе танлашать. 2016 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна тин çуралнă (усрава илнĕ) 5666 ача валли çирĕплетнĕ, çав шутра 1813-шĕ – кăçал кун çути курнă (усрав çемьене килнĕ). Çÿлерех асăннă тапхăр тĕлне çак тĕллеве пурнăçлама 590 млн тенкĕ уйăрнă, ку шутра федераци бюджетĕнчен – 333,7 млн тенкĕ, Чăваш Республикин хыснинчен – 256,3 млн тенкĕ.
Палăртмалла, Чăваш Республикинче ачаллă граждансене патшалăх пособийĕ памалли çинчен калакан саккуна та улшăнусем кĕртнĕ. 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ашшĕ-амăшĕ (ача усрава илнĕ çын, опекун, патронат воспитателĕ тата ытти те) ачашăн уйăхсеренхи илекен пособи виçи пысăкланать.
Кăçалхипе танлаштарсан çитес çул вăл ашшĕ-амăшĕшĕн – 324, опекуншăн (попечительшĕн), патронат-воспитательшĕн, ачана хăйсен хÿттине илнĕ ашшĕ-амăшĕшĕн 1524 тенке çитет.