30 декабря 2016 г.
Паянхи пурнăçра çемьесем саланни тĕлĕнтермĕш мар. Нумай чухне эпир уйрăлнă хыççăн ашшĕсем ачисене нимĕнле те пулăшманнине куратпăр. Чунсăр алиментщиксем хамăр районта та пур. Вĕсемпе тивĕçлĕ органсем ĕçлеççĕ пулин те теприсем тăван тĕпренчĕкĕсене пĕр пус укçа та парасшăн мар.
Пачах кутăнла та пулать иккен. Районти суд приставĕсен канăçне те çухаттарнă вăл. Тем сăлтава пула С.-сем те уйрăлнă. Хĕрача халĕ амăшĕпе çитĕнет. Санкт-Петербургра пурăнакан ашшĕ ачине пур енлĕн пулăшма хатĕр иккен, анчах та амăшĕн тарăху туйăмĕ сирĕлмен курăнать – приставсем пĕлтернĕ тăрăх, хĕрне вăл ашшĕпе вуçех те калаçтарасшăн мар.
Ку çеç те мар, суд приставĕсем темиçе кун ĕнтĕ ашшĕ Питĕртен ярса панă Çĕнĕ çул парнине ачана тыттараймаççĕ. Парнене суд приставĕсем çитерес тени те ăнсăртран мар, вăл ăна маларах почтăпа темиçе те янă иккен, анчах та экс-мăшăрĕ посылкăна илме килĕшмен. Ирĕксĕрех унăн приставсем патне тухма тивнĕ. Парнене те вĕсен адресĕпе янă.
Приставсем палăртнă адреспа виçĕмкун хваттер умĕнче вăрах тăчĕç, анчах шалта сассем илтĕнеççĕ пулин те алăка никам та уçмарĕ.
«Ачан чунне хуçать-çке, хăть ун çинчен шутласчĕ», – тĕлĕнчĕç приставсем.
– 2016 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар район сучĕ М.-на çиччĕри хĕрĕпе хутшăнасси пирки пурнăçлав ĕçне пуçарнă. Унпа килĕшÿллĕн ашшĕн ачине амăшĕ куçĕ умĕнче кашни уйăхăн вырсарникунĕнче е ашшĕ суйланă тăрăх уяв кунĕнче, хĕрĕн çуралнă кунĕнче 11–19 сехетсенче Чăваш ен территорийĕнче тĕл пулма, çĕрлехи сехетсемсĕр пуçне кирек хăш вăхăтра та телефонпа калаçма ирĕк пур. Анчах та С. гражданка юнпа çывăх çынсем хутшăнассине хирĕçлет, – пĕлтерет районти суд приставĕн пуçлăхĕ Сергей Егоров.