24 декабря 2016 г.
2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн республикăра вăтамран 3,9 %, Шупашкарта 6,2 % таран хакланать. Юлашки çулсенче йăлана кĕнĕ тăрăх, хаксем малтанхи 6 уйăхра улшăнмаççĕ – унчченхи шайрах юлаççĕ.
Сахал тупăшлă çемьесене субсиди парас йĕрке çитес çул та сыхланса юлĕ. Ăна коммуналлă пулăшу тÿлевĕ çемьен пĕрлехи тупăшĕнчен 22 % пĕчĕкрех пулсан 6 уйăха уйăраççĕ. Ун валли республика хыснинче 246,87 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕлтĕр 20065 çемье çав çăмăллăхпа усă курнă. Кăçал ăна 56244 кил-йыш тивĕçнĕ. Пулăшăвăн вăтам виçи – 989,12 тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 112,8 тенкĕ нумайрах). Субсиди илмелли вăхăт тухсан тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе ăна тепĕр 6 уйăха тăсма юрать.