Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей пурнăçĕ тавра

24 декабря 2016 г.

Ĕнер Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçтарнă пресс-конференцие 1437 журналист хутшăннă

Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем çĕршыв ертÿçине тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Анчах та тĕп вырăнта Раççей пурнăçĕ пулчĕ.

Владимир Путин çитес çул уйрăм отрасльсене патшалăх енчен пулăшассине палăртрĕ. Промышленноç валли 7,5 млрд тенкĕлĕх, ял хуçалăхĕ валли 216 млрд тенкĕлĕх субсидисем уйăрма палăртнă. «Юлашки вăхăтра эпир ял çыннисемшĕн савăнтăмăр, тырпул пухăмĕн кăтартăвĕсемшĕн хĕпĕртерĕмĕр, 117 миллион тонна юлашки çулсенчи рекордла пухăм пулнине палăртрăмăр. Пирĕн 119 миллион тонна пулĕ, ку – питĕ чаплă кăтарту. эпĕ ял çыннисене çакăншăн тав тăватăп», – терĕ вăл.

Экономика, çитес çулхи бюджет çинчен каланă май, Владимир Путин бюджета перекетлессин тĕп статйи наци хÿтĕлевĕпе çыхăннине палăртрĕ.

Раççейĕн спорт пурнăçне хускатнă май, допингсем тĕлĕшпе, ытти çĕршыври пекех, проблемăсем пуррине пĕлтерчĕ. Кашни тĕслĕхпе следстви органĕсем ĕçленине палăртрĕ. Антидопинг агентствисен уççăн ĕçлемелле. Ку ĕçсенче политика сĕмĕ палăрать. Спорта тата культурăна политикăран тасатмалла, терĕ вăл.

Путин çавăн пекех тĕнчери улшăнусем, АПШ-ри, Украинăри, Сирири тата Турцири лару-тăру пирки журналистсен ыйтăвĕсене çивĕччĕн хуравларĕ.

Хамăр инф.

Тулли верси – http,//kremlinĕru сайтра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика