24 декабря 2016 г.
ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 4-мĕш сессийĕнче 14 ыйту пăхса тухнă, вĕсен пĕр пайĕ граждансен хăшпĕр категорине паракан социаллă тÿлевсен виçине пысăклатассипе çыхăннă.
Чăваш Республикин ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен калакан саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусемпе ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев паллаштарнă. Çĕнĕлĕхсем ачашăн уйăхсерен паракан пособи виçине çăмăллăхçăсен контингентне кура ÿстерессине пырса тивеççĕ. Улшăнусене тĕпе хурса ашшĕ-амăшне тивĕçекен пособи виçи те, опекунсене, ача усрава илнĕ çынсене тата патронат воспитателĕсене параканни те ÿсеççĕ. 2017 çулхи республика бюджетĕнче çак тĕллевпе 537,7 миллион тата 224,9 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Парламентарисем ку саккуна ырласа йышăнчĕç.
Депутатсем тепĕр саккуна та – 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çăмăллăхçăсен хăшпĕр категорине уйăхсерен тÿлекен укçа виçине пысăклатассипе çыхăннине – йышăнас тесе сасăларĕç. Унпа килĕшÿллĕн вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем малашне уйăхсерен – 1044 тенкĕ, ĕç ветеранĕсем – 1100 тенкĕ, реабилитациленисем – 2634 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула шар курнисем 2345 тенкĕ илĕç. Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсем пурте – вĕсем тивĕçлĕ канура пулнине е малалла вăй хунине пăхмасăрах – вырăнти телефон çыхăнăвĕн абонент линийĕпе усă курнăшăн тÿлевĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацине тивĕçеççĕ. Çитес çул çак тĕллевпе республика бюджетĕнче 1733,5 миллион тенкĕ палăртнă.