Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта – халăх хăрушсăрлăхĕ

24 декабря 2016 г.

Юнкун республикăра, çав шутра хамăр районта та, иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркинче ку ыйту тĕп вырăнта пулчĕ

Вăрнар районĕнчи информаци ушкăнне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Сергей Павлов ертсе пынă. Малтанах вăл район администрацийĕнче Вăрнар тăрăхĕн активĕпе тĕл пулнă, хыççăн Вăрманкас ял тăрăхне тата Вăрнарти 1-мĕш шкула çитнĕ.

Ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе ирттернĕ тĕлпулусенче Раççей Президенчĕн Федераллă Пухăва янă Çырăвне тишкернĕ, экономикăпа, социаллă пулăшупа, шалти тата тулашри экономикăпа çыхăннă самантсене сÿтсе явнă.

Халăхпа сÿтсе явнă чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – пахалăхсăр алкоголь тата спирт шĕвекĕсене республика территорийĕнче сутма пăрахасси. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем спирт пур парфюмерипе косметика продукцийĕ тата йăлари хими çине акцизсем илесси, çавăн пекех ку изделисен производство калăпăшĕшĕн деклараци тăратасси пирки йышăну тума сĕнсе Раççей Правительствине çырупа тухнă.

Ку ыйту район Пухăвĕн депутачĕсене те хумхантарать, вĕсем республика парламентĕнчен спирт пур медицина шĕвекĕсем тĕлĕшпе нормативлă право акчĕсем йышăнма ыйтнă.

Пирĕн районта кунашкал шĕвексемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем пĕрреллĕ пулнă пулсан, Иркутскра ав ванна кĕмелли «Боярышникпа» 60 ытла çын леш тĕнчене ăсаннă. Продукци составĕнче метанол пурри палăрнă. 40 çын больницăра.

«Фанфуриксемпе» кĕрешесси пĕрлехи ĕç пулмалла: вăл çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать-çке», – палăртнă пухусенче. Сăмах май, Вăрнар район администрацийĕнче кунашкал продукцие лавккасенче тата аптекăсенче сутни пирки «вĕри лини» телефонĕсемпе пĕлтерме май пур: 2-52-07, 2-64-24. Шăнкăравсем анонимлă та пулма пултараççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев вăрнарсем кăçалхи çулталăка еплерех вĕçленипе, социаллă пурнăç тата экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн теми те тимлĕхре. Районта çулталăк пуçланнăранпа 45 пушар тухнă, вĕсенче пилĕк çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, улттăн тĕрлĕ сурансем илнĕ. Хĕллехи вăхăтра уйрăмах хăрушă, çынсем кăмакасене ытларах хутаççĕ, ăшăтмалли приборсем чикеççĕ. Çавăнпа та ку служба ĕçченĕсем яланах тимлĕ пулма ыйтаççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕсем çитнĕ май, ыйту кирлĕлĕхĕ пушшех ÿсет. Елкăсем çинчи гирляндăсемпе, фейерверк-петардăсем янă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта иртнĕ тĕлпулу савăнăçлă самантпа вĕçленнĕ. Сергей Павлов Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Тавĕсемпе психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕн директорне Оксана Октябрьскаяна тата 1-мĕш шкул преподавательне Светлана Григорьевана чысланă.

Районта çак кун çавăн пекех халăхпа Чăваш ен Юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов, Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр паташалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Миронова тата Чăваш енри информаци технологийĕсен центрĕн директорĕ Михаил Анисимов та тĕлпулусем ирттернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика