24 декабря 2016 г.
Шупашкарта Чăваш наци музейĕнче чикĕ хÿтĕлевçисен Чăваш Республикинчи «Пограничное братство» обществăлла организацийĕн (председателĕ – Анатолий Шорников) пиллĕкмĕш конференцийĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Олег Никитин хутшăннă, çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе тунă çулталăкри ĕçĕсемпе паллаштарнă. Конференци вăрнарсен хастарлăхне пысăк хак панă, влаçри тытăмсем çак ĕçре куллен пулăшса пынине уйрăммăн палăртнă, Калининăри вăтам шкулăн паха опычĕпе усă курма сĕннĕ.
Раççей Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ветеранĕсен Канашĕ ячĕпе пограничниксене Валерий Кошкин отставкăри полковник саламланă, çитес çул пĕрле тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă, иртнĕ çул хастарлăх кăтартнисене Тав хучĕсем парса хавхалантарнă.