24 декабря 2016 г.
Вăрнар прокуратури Россельхознадзорăн Чăваш енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн тата Чăваш Республикин экономика министерствин представителĕсемпе пĕрле апат-çимĕç рынокĕнче саккунсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Суту-илÿ предприятийĕсенче пулнă хыççăн Калинино райповĕн «Рябинка» тата Л.Чугунникова уйрăм предпринимателĕн «Малинка» лавккасенче продукцин ветеринарипе санитари докуменчĕсем çуккине тупса палăртнă. Вĕсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
Çавăн пекех «Мила плюс» лавкка директорне карантинри продукцие хатĕрлес, турттарас, упрас, тирпейлес, усă курас тата сутас тĕлĕшпе йышăннă саккуна пăснăшăн административлă явап тыттарасси пирки йышăну кăларнă.
Прокурор йышăнăвĕсене Россельхознадзорăн Чăваш енри управленине ярса панă.
Ильфак МИФТАХУТДИНОВ,
район прокурорĕ юстици аслă советникĕ.