24 декабря 2016 г.
Раççей следстви комитечĕн Чăваш енри следстви органĕсем пуçтарнă çирĕплетÿсем тăрăх Вăрнар район сучĕ Вăрнар хула поселенийĕн унчченхи пуçлăхĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă, ăна службăри ултавшăн тата должноçри полномочисене ÿстернĕшĕн айăпланă.
2014 çулхи октябрьте чиновник пĕр арçынна, вăл черетре тăман пулин те, общежитире пÿлĕм уйăрса панă, 2015 çулхи февральте çак пÿлĕме тÿлевсĕрех харпăрлăха парасси çинчен килĕшÿ тунă. Çапла поселок бюджетне 350 пин ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Унсăр пуçне, иртнĕ çулхи ноябрь вĕçĕнче вăл вырăнти пĕр коммерци организацийĕпе кивĕ çуртсене пăсассипе 225 пин тенкĕлĕх килĕшÿ çырнă, анчах та ĕçсене 174 пин тенкĕ енне çеç пурнăçланă. Муниципаллă пĕрлĕх хыснине каллех 50 пин ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Суд тенкелĕ çине ларакан тĕлĕшпе экспертиза ирттернĕ, свидетельсене ыйтса пĕлнĕ. Чиновник хăй айăпне туллин йышăннă. Суд ăна условнăй майпа пĕр çул ирĕкрен хăтарма йышăннă.