24 декабря 2016 г.
Вăрнар поселокĕнчи Ашмаров урамĕнчи 12 хваттерлĕ 6-мĕш çурта Горький чукун çулĕн ĕçченĕсем валли 1966 çулта туса хута янă. Ун чухне никĕсне хальхи пек тимĕр-бетонпа хывма пултарайман, шултра шурă чулсем (бут) хурса цемент шĕвекĕпе хытарса хăварнă. Икĕ хутлă çурта хăпартнă чухне те нормăсене пăснă: строительство хутăшне цемента ячĕшĕн кăна хунă.
Ишĕлес хăрушлăх тухса тăнă май çурта çирĕплĕх парас тĕллевпе каллех строительство нормисене пăсса унăн кăнтăр енне пурăнмалли виçĕ хутлă тепĕр çурт тĕксе лартнă. Халĕ вăл хăйĕн йывăрăшĕпе пирĕн çурта пусăрăнтарса тăрать. Стенисем çурăлса пĕтнĕ май хваттерсенче ăшă тытăнса тăмасть. Хĕл кунĕсенче 16–17 градус ăшăра пурăнма тивет. Хваттерсенче урасенчен çăматă хываймастпăр, икĕ хут утиялпа витĕнетпĕр. Стенасене кăмăска хупланă.
Çурт стенисем çурăлнине палăртас тĕллевпе маяк лартнă, анчах нимĕнле улшăну та çук тесе палăртаççĕ. Çурăксем сарăлса пыни ахаль çынна та курăнать-çке.
Çурт тĕлĕшпе никама пăхăнман экспертиза та тутарма лекрĕ. «Проектпа смета бюровĕ» общество тунă пĕтĕмлетÿсем Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш çурт 71 процент чухлĕ кивелнине çирĕплетеççĕ. «Вăрнарти БТИ» предприяти техпаспорт тăрăх тунă кăтарту тата пысăкрах – 76 процент. Никама пăхăнман экспертиза палăртнă тăрăх, çурт никĕсĕ хăйĕн эксплуатаци вăхăтне (бут чулĕн – 50 çул) пĕтернĕ. Çавна пула стенасем çÿлтен пуçласа аяла çитиччен витĕрех çурăлнă.
Хамăра хумхантаракан ыйтупа таçта та пултăмăр. Ведомствăсем хушшинчи комисси пирĕн çурта тĕпрен юсамалла тесе палăртнă. Эпир çак йышăнупа килĕшместпĕр. Тĕпрен юсама тытăнсан, пысăк ĕçсем вăхăтĕнче, кунта пурăнакансене ăçта куçарма шутлаççĕ-ши; Тата тĕпрен юсав туни техника тата экономика тĕлĕшĕнчен усăллă-ши; Комисси пулнăранпа çур çул иртрĕ, анчах эпир çурта тĕпрен хăçан юсама тытăнасси пирки нимĕн те пĕлместпĕр. Пире сметăпа та паллаштарман.
Çынсем пурăнакан çуртсем ишĕлсе аннине тепĕр чухне телевизорпа кăтартаççĕ. Питĕ хăрушă картина. Ишĕлчĕк айне пуласран Турă сыхлатăр пире...
Полина ИОСИФОВА.