24 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул нумай çыншăн чи юратнă уяв шутланать. Анчах та статистика кăтартнă тăрăх, çак уяв хăшĕсемшĕн инкекпе вĕçленет.
Çĕнĕ çул уявĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кашниех çак уяв савăнăç кÿтĕр, ырăпа кăна асра юлтăр тесе тăрăшать. Хăшĕ-пĕрисем уяв вăхăтĕнче асăрханулăх пирки манса каяççĕ. Шел те, Çĕнĕ çул уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене шута илменнине пула çынсен сывлăхĕ сиенленнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Статистика палăртнă тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 11-мĕшĕччен медицина учрежденийĕсем, уйрăмах «васкавлă пулăшупа» травмпунктсен, чылай ытларах ĕçлеме тивет. Пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсенче 32 пин çынна ытла пулăшу панă, вĕсенчен 6717 ачана.
Чи анлă сарăлнă инкексем – ÿксе аманни, эрехпе, апатпа наркăмăшланни, ÿсĕрсене тăм илни, шампань эрехĕн пăккипе куçа амантни, аллерги, ытти инкек-синкек.
Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне аманнă пирки пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 9 çынна илсе çитернĕ, вĕсенчен улттăшĕ – ачасем.
2015 çулта вара 31 çынна пулăшу панă, вĕсенчен 12-шĕ – ачасем.
Ытларах çапла сурансем пулнă, куçа, пуçа амантни, ал лаппине ыраттарни, ăна тата пÿрнесене татса пăрахни.
Чăнах та çынсем уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Кашни çулах вĕсене пула инкек пулма пултарассине хаçатсенче те, радиопа та час-часах асăрхаттараççĕ. Шел пулин те пĕр çул та инкексĕр иртмест.
Пурин те çак уявсене илемлĕ, капăр, асра юлмалла ирттерес килет. Çĕнĕ çул уявне кĕтсе çынсем, уйрăмах çамрăксем, маларах пиротехника хатĕрĕсем илсе хураççĕ. Специалистсем сурансен шучĕ ÿснине вĕсен хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнипе çыхăнтараççĕ.
Фейерверксене, петардăсене тата ытти пиротехника хатĕрĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать. Ăçта кăна сутмаççĕ пулĕ вĕсене: пасарта, урамри транспорт чарăнăвĕсенче, киосксенче. Анчах çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине час-часах манаççĕ.
Яланах асра тытмалла, «салют» илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Инкеке лекес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла*
туяннă чухне вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине тимлĕ пăхмалла*
пиротехника туяннă чухне упаковкине тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар*
пиротехника хатĕрĕсен вырăсла инструкци пуррине кăна суйласа туянмалла.
Салют ямалли вырăна малтанах суйламалла. Вăл йывăçсем, электричество пралукĕсем тата пÿртсем çук вырăнта пулмалла. Пиротехника хатĕрĕсен инструкцине тĕплĕн вуламалла, унта çырса кăтартнă пек кăна усă курмалла. Çиллĕ çанталăкра унăн хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан пиротехникăпа усă курма юрамасть. Фейерверка куракансем еннелле тытма кирлĕ мар, ăна çирĕп вырнаçтармалла. Салютсене алăра яма юрамасть. Хлопушкăсемпе бенгаль çуртисене çеç алла тытса усă курма юрать.
Ачасене аслисемсĕр пиротехникăпа усă курма чармалла.
Салютсене ÿсĕрле яни те час-часах инкек патне илсе çитерме пултарать, çавăнпа та ÿсĕр çынсен пиротехника хатĕрĕсем патне пымалла мар.
Çĕнĕ çул каçхине шампань кĕленчине тĕрĕс мар уçнă чух сиенленни те час-часах тĕл пулать. Сăмах май, кĕленчерен пăкă сехетре 40 километр хăвăртлăхпа сирпĕнсе тухать. Куçа пырса тăрăнсан, суккăрланас хăрушлăх питĕ пысăк. Çавăнпа кĕленчене уçнă чухне яланах хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла. Шампань кĕленчине сылтăм алăра кăшт айккинелле тайăлтарса тытмалла, унăн çÿлти вĕçне сулахай алăпа тĕкмелле. Сулахай алăна алшăллипе чĕркеме пулать.
Кĕленче тутине çынсем тата çуртасем еннелле тытма юрамасть. Ăна уçас умĕн силлеме кирлĕ мар.
Чăнах та, пурте тенĕ пекех, Çĕнĕ çул валли пуян сĕтел хатĕрлеççĕ. Тутлă хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе çимесĕр чăтма йывăр. Анчах та çакна асра тытмалла, çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апат çисе лартни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кÿрет. Чирлисен вăрах чирсем вĕрĕлеççĕ, сывă çынсем те аптраса ÿкме пултараççĕ.
Вар-хырăма кăна мар, чĕрене те йывăр килет. Шел те, Çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат-çимĕçпе пуян. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те тăшмансем пулса тăраççĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарса кайма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх ÿсет.
Хăвăра упрăр, сывлăхлă пулăр!
Елена ЕГОРОВА,
Республикăри медицина профилактикин,
сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.