17 декабря 2016 г.
Вăрнарти 7-мĕш «Ручеек» ача садне хута янăранпа çулталăк çитрĕ. Пĕрремĕш çуралнă кун ячĕпе ку вĕренÿ учрежденийĕнче уяв иртрĕ.
Мĕнпур ушкăнри ачасем илемлĕ номерсем хатĕрленĕ. Çакăнта воспитательсен пысăк ĕçĕ курăнать.
Коллектива район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова тата специалисчĕ Надежда Васильева саламларĕç. Çулталăк кăна ĕçлет пулин те, ача сачĕ кăтартуллисен йышĕнче пулнине палăртрĕç.
Пĕр çул вăрăм тапхăр мар пулин те, аталанăвăн йывăр вăхăчĕ, ку коллективăн малтанах вăл е ку çитменлĕхсемпе тĕл пулма тиврĕ. Апла пулин те вĕсем тĕп тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç, ача садне хăтлăх кĕртрĕç. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ кăсăклă мероприяти, творчество занятийĕсем ирттерчĕç. «Ручеек» ача сачĕ – чăннипех кĕçĕннисен паянхи куна тивĕçтерекен аталану центрĕ.
Маргарита Тихонова садик заведующине Ирина Львована, ĕçченсене Марина Константиновапа Алина Клочкована Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.