17 декабря 2016 г.
Виçĕмкун Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Унта вырăнти политсоветăн 2012–2016 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет итлерĕç, ун тата тĕрĕслев комиссийĕн йышне суйларĕç, регионти отчетпа суйлав конференцине хутшăнма делегатсене палăртрĕç.
Иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕл пирки партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Вячеслав Горбунов тухса каларĕ, партин ырă пуçарăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕрĕслев комиссийĕн отчетне вырăнти ĕçтăвком ертÿçи Любовь Максимова турĕ.
Вăрттăн сасăлавпа çитес пилĕкçуллăха партин вырăнти уйрăмĕн секретарьне суйларĕç. Ун ĕç-хĕлне Вячеслав Горбунов ертсе пырĕ.
Ларура çавăн пекех парти хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.