Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чарусене пурнăçламасан инфекци пирĕн района та çитес хăрушлăх пур

17 декабря 2016 г.

Кăçал республикăра сыснасен Африка мурĕн тĕслĕхĕсене тупса палăртни Чăваш енре кăткăс лару-тăру туса хучĕ. Декабрь пуçламăшĕнче ку хăрушă чир каллех хăй çинчен аса илтерчĕ – «Присурский» хуçалăхра пилĕк хир сысни Африка мурĕнчен вилни палăрнă. «Çĕнĕ» хыпар каллех сисчĕвленме хистет: чирĕн черетлĕ инфекци объектне Йĕпреç поселокĕнче тупнă. Хир сыснине сунарçăсем декабрĕн 4-мĕшĕнче «Порецкое» сунар хуçалăхĕнче персе тытнă, Йĕпреçе кÿрсе килнĕ. Декабрĕн 7-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Пăрачкаври станцире ун сулине тĕрĕсленĕ, кунти тата Чăваш ен Госветслужба лаборатори тĕпчевĕсем чĕрчун сыснасен Африка мурĕпе чирлине çирĕплетнĕ.

Пирĕн района çак тĕслĕх  мĕнлерех хăрушлăх кÿрет тата районсенче мĕнлерех мерăсем йышăннă – кун пирки выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕпе Владимир МАТВЕЕВПА калаçатпăр.

–   Владимир Николаевич, пĕлнĕ тăрăх,  Йĕпреç районĕнче  васкавлă лару иртнĕ. Ун йышăнăвĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

–   Чăн та, Йĕпреç поселокĕнче тупнă чир плана кĕртмен канашлăва пухма хистенĕ. Унта Йĕпреç–Березовка автоçул çинче кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен ветеринари постне тата автотранспорта дезинфекцилеме йышăннă. Уйрăм çынсене, сысна комплексĕсене сыснасене сутма, куçарма, витерен кăларма тата хăйсен ирĕкĕпе пусма юраманни çинчен çырусем çитерĕç. Выльăх-чĕрлĕх продукцине уйăрман вырăнта сутнăшăн, ирĕк илмесĕр турттарнăшăн та явап хума палăртнă. Ку районти темиçе ял тăрăхĕнче 5 километрлă буферлă зона туса хунă. Çак чарусем питĕ тĕрĕс, унсăрăн сыснасен Африка мурĕ сарăлас хăрушлăх тата пысăкланать.

– Йĕпреçсемпе юнашарах пурăнатпăр. Çавна май пирĕн районта мĕнлерех мерăсем йышăннă-ха?

– Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ветеринарĕсем Вăрнар районĕ хăрушлăхăн иккĕмĕш зонине кĕнине пула тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.  Халăха сыснасене пĕçермен апат юлашкийĕсене çитерме юраманнине ăнлантаратпăр. Кашни кунах килти сыснасен йышне шута илетпĕр, хăрушлăх тапхăрĕнчи чарусем пирки памяткăсем валеçетпĕр.

Ку выльăха тытакан «Луч» хуçалăх тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн ертÿлĕхне Африка мурне илсе кĕрес маррипе профилактика мероприятийĕсене çирĕп пăхăнма хушнă. Çавна май вĕсен çывăхĕнчи 5 километрлă радиусра буферлă зона туса хунă.

Паянхи кун тĕлне уйрăм хуçалăхсенчи сыснасенне Владимир хулинчи лабораторие ăсатма 141 проба илнĕ. Ку енĕпе ĕç малалла пырать. Африка мурĕ район территорийĕнче сарăлассине асăрхаттарас тĕлĕшпе ятарлă комисси туса хунă. Ун йышне 16 çын кĕрет.

– Владимир Николаевич, август–сентябрьте ирттернĕ профилактика мерисен тухăçлăхĕ пулчĕ-и?

– Чăн та, малтан буферлă зонăра килте сыснасем тытма юраманнине халăх пăлханса йышăнчĕ.  Анчах та нумайăшĕ хăрушлăх тапхăрĕнче сыснасен пуçне сахаллатни питĕ кирлĕ мера пулнине аван ăнланчĕç. Çакăншăн район çыннисене питĕ пысăк тав. Африка мурĕ чăтма çук пысăк сиен, тăкак кÿме пултарать. Йышăнакан мерăсене пурнăçламасан инфекци пирĕн района та çитес хăрушлăх пур. Çавна май халĕ те ГИБДД инспекторĕсемпе пĕрле транспортпа чĕрĕ сысна, сысна продукцине, ун валли апатсем турттарнине, пасарсенче сутнине çирĕп тĕрĕслетпĕр.

Уйрăм предпринимательсем сысна çурисене районта тата ун тулашĕнче сутма ирĕк илесшĕн пулчĕç, анчах вĕсене хирĕçленĕ.

– Чир хăрушлăхĕ пирки тата тепĕр хутчен аса илтерни те пăсмасть пулĕ?

– Африка мурĕ – çутçанталăкри чарма çук пулăм. Вăл питĕ хăвăрт аталанать, пĕр эрнерен пур выльăха та ерет. Чирленĕ вăхăтра чир паллисем курăнмаççĕ. Вирус чирлĕ выльăхран тавралăха сĕлекепе, каяшпа, шăк урлă саланать. Апатпа, айсарăмпа, тислĕкпе, савăт-сапапа, транспортпа тата сысна пăхакан урлă та куçма пултарать. Пыйтăсемпе сăвăссем чирлĕ сысна юнне ĕçсе вируса саракансем пулса тăраççĕ. Вĕсен çăмартисем çак чирсемпех çуралаççĕ. Çавăнпа та выльăха прививкăсем тусах тăмалла, сăвăссенчен ятарлă препаратсемпе сĕрмелле е укол тутармалла. Килти сыснасем тăрук вилнине тÿрех ветеринарсене пĕлтермелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика