17 декабря 2016 г.
Ноябрьте «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн çамрăк ĕçченсен канашĕ республикăри конкурсра «Промышленность предприятийĕн çамрăксен чи лайăх канашĕ» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ.
Декабрь пуçламăшĕнче вара ун йышĕнчи виçĕ çамрăк – Владимир Ермолаев инженер-электрик, Екатерина Федотова юрисконсульт тата Людмила Петрова технолог Чăваш ен делегацийĕ йышĕпе Курганта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ĕçлекен çамрăксен IV форумне хутшăннă.
Форума çĕршыври 40 регионти 100 ытла предприятире тимлекенсем пуçтарăннă. Вĕсем тематикăллă вĕрентÿллĕ площадкăсене, творчество мастерскойĕсене хутшăннă, экспертсемпе, Социализмла ,ç геройĕсемпе тĕл пулнă, Курган облаçĕнчи ертсе пыракан предприятисене çитсе курнă, культурăпа спорт программисене хутшăннă.
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем Форум хăйсемшĕн çав тери усăллă пулнине палăртаççĕ. Вĕсем Раççейре иртекен çамрăксен ытти мероприятийĕсене активлă хутшăнас тĕллевлĕ.
Пирĕн районта заводрисĕр пуçне çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсем тата пиллĕк: депутатсен районти Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламенчĕ, районти çамрăк педагогсен Канашĕ, ял хуçалăх техникумĕ çумĕнчи студентсен управленийĕн Канашĕ тата волонтерсен отрячĕ, ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи шкул активĕ. Пĕрлешÿсем çамрăксен ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсен пурнăç тĕллевне палăртассипе сахал мар ĕçлеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.