Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусан хулин пĕрремĕш мэрĕ – Шупашкар çынни

17 декабря 2016 г.

1766 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче II Кĕтерин патша Манифест кăларнă, унпа килĕшÿллĕн хула хăй тытăмлăхĕн çĕнĕ органĕсене йĕркеленĕ, хула пуçлăхне суйлама палăртса хунă. Çав çулхине пĕрремĕш хут Хусан хулин пуçлăхне пустав фабрикине тытса тăракан Иван Федорович Дряблова, пĕрремĕш гильдири купсана суйланă. Вăл 1728 çулта Шупашкарта çуралнă. 1766 çул тĕлнелле Шупашкар пысăках мар, кĕпĕрнери уес хулисенчен пĕри шутланнă. Унта мăнастир, вунă чиркÿ тата тĕрлĕ сословири 600 яхăн çемье кил-çурчĕ пулнă.

Иван Дряблов посад çемйинчен, урăхла каласан, ал ĕç ăстисен слободинчен тухнă. Авалхи тата вăтам ĕмĕрсенчи Раççейре посад тесе хулара суту-илÿпе тата промышленность енĕпе ĕçлекенсем пурăнакан вырăна каланă. Унăн ашшĕ, Шупашкар купси Федор Дряблов, – Хусан купсин тата промышленникĕн Иван Афанасьевич Михляевăн (1667–1728 ç.ç.) кĕрÿшĕ пулнă. Михляев пустав мануфактури тытса тăнă. Унсăр пуçне Иван Афанасьевичăн Хусанта эрех тата тир-сăран завочĕсем пулнă. Хресчен çемйинчен тухнă И.Михляев Хусанта 34 лавкка тытнă, вăл хулари чи пуян çынсенчен пĕри шутланнă. Çакăнпа пĕрлех вăл Мускавра пир-авăр заводне тытса тăракансенчен пĕри пулнă. Вăл вилнĕ хыççăн 1728 çулта пустав завочĕ еткерлĕх йĕркипе унăн тăванĕн, Шупашкар купси Федор Иванович Дрябловăн аллине куçать. Вăл Иван Михляевăн арăмĕн, Евдокия Ивановнăн (Дрябловăн) тăван пиччĕшĕ пулнă. Михляев вилнĕ çул унăн йăмăкĕн ывăл ача, Дряблов Ванюш, Хусан хулин пĕрремĕш мэрĕ пулас çын, çуралнă.

Пĕрремĕш гильдири купса тата меценат Иван Михляев хулара православи храмĕсем пиллĕк çĕклесе лартнă. Вĕсем хушшинче чи паллăраххи – Петропавловски соборĕ (1722–1726 ç.ç.). Ăна Хусан хулине I Петĕр килнине халалласа туса лартнă. Михляев патшана 1722 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче хăйĕн килĕнче йышăннă, I Петĕр ун чухне Атăл тăрăх Персине походпа кайма пуçтарăннă. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче кунта император-патша хăй 50 çул тултарнине паллă тунă.

Çак событисем пулса иртиччен нумай маларах, 1714 çулта, Раççейре промышленноçа аталантарас тесе                       I Петĕр патша Хусанта хысна шутĕнчен темиçе мануфактура уçма хушнă. Çак ĕçпе вăл çарпа флот валли пустав парса тăрассине лайăхлатма шутланă. Хулана пырса çитсен вара, хысна шучĕпе уçнă пустав мануфактуринче çĕленĕ тумтирпе кăмăлсăр пулса, тупăш пама пăрахнă çав предприятие ăнăçлă купсана Иван Михляева пама шутланă.

Михляев вилнĕ хыççăн пысăк укçа-тенкĕпе куçман пурлăх Иван Афанасьевич арăмĕн, Ваня Дрябловăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн аллине куçать. Анчах вăл та нумай пурăнаймасть. Унран юлнă пĕтĕм пурлăх Иван Дрябловпа унăн ашшĕн тата куккăшĕн аллине куçать.

Çамрăк Иван Дрябловăн ашшĕпе куккăшĕ пустав мануфактурине аталантарас тата пустав производствине пĕтĕмпех хăйсен аллине илес тесе нумай вăй хунă. Иван Михляев пурăннă чухне «çăм пусма завочĕн» (çакăн пек ятлă пулнă вăл вăхăтра пустав фабрики) пайçисен шутĕнче Хусанти тата темиçе купса пулнă, патшалăх заказне тата туса кăларакан продукци хакне патша правительстви палăртнă. Дрябловăн фабрикăра туса кăларнă 25 пин аршăн пустава патшалăха памалла пулнă, юлнă пайне вара хуçана пайта пултăр тесе ирĕклĕн сутма пултарнă. Ку вăл пурлăха тытса тăракансемшĕн пит усăллах пулман, анчах та Дрябловсем часах хăйсем пурлăха тулли правăпа тытса тăракансем пулса тăнă.

Каччă çулне çитсе пынă чухне Иван Дряблов производствăна ертсе пырас ĕçе хастар хутшăнма пуçланă. 1746 тата 1749 çулсенчи пушарсенче вăйлă арканнă фабрика корпусĕсене Хусанта чулран тунă чухне те çаплах пулнă.

И.Ф.Дрябловăн çăм пусма заводĕнче 1700 яхăн рабочи ĕçленĕ, 100 яхăн пир-авăр станокĕ пулнă.

Раççейре вăл тир-сăран чи нумай туса кăларакансен шутне кĕнĕ. Хусанта кăларакан тир-сăран вара, «уйрăмах сафьян тир-сăранĕ, хури, хĕрли, сарри, – тесе çырнă XVIII ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче паллă историк Петр Рычков, – Раççейре чи лайăххисен шутне кĕнĕ».

1766 çул вĕçĕнче Шупашкар çыннине Иван Федорович Дряблова Хусан хулин пĕрремĕш пуçлăхĕ пулма суйласа лартаççĕ. Пысăк хуçалăх лекнĕ ăна, 9 пысăк урам, 10 тÿрем, 170 тăкăрлăкпа вĕçне пÿлнĕ урам, 8 слобода, 102 чиркÿ, арçынсен мăнастирĕсем 4 тата хĕрарăмсен мăнастирĕсем 3, чулран хăпартнă 25 çурт тата йывăçран тунă 3939 çурт, вĕренÿ заведенийĕсем 3 тата ваттисен çурчĕсем 5.

38 çулти мэр хула çыннисен пурнăçне тивĕçтерес тата Хусана аталантарас енĕпе хăй çине пысăк яваплăх илнĕ. Иван Дряблов Хусанта хулари ĕç тăвакан влаç представителĕ шутланнă.

Хăйĕн тивĕçĕсене тĕплĕн туса пынĕ. Ăна хула пуçлăхĕ пулма виçĕ çуллăха суйланă. 1767 çулхи çу уйăхĕнче Хусана II Кĕтерин патша киличчен кăшт маларах, вăл хăйĕн çемйи валли çурт туса лартма ĕлкĕрнĕ, унăн сылтăм пайне хулана хăна çурчĕ валли уйăрса панă. Иван Дряблов çуртĕнче Раççей Императрици пĕр эрнене яхăн пурăннă. Паллах, хула пуçлăхне Раççей патшине кĕтсе илме тата ăсатса яма чыс тивнĕ. II Кĕтерин патша хăйĕн дневникĕнче çакăн пек çырса хăварнисем пур: «Хула, чăнах та, Раççейре Мускав хыççăн иккĕмĕш», «Эпĕ кунта купса çуртĕнче пурăнатăп, тăхăр пÿлĕмлĕ, вĕсене пурне те пурçăнпа çыпăçтарса тухнă, çемçе пукансене, канапене ылтăнпа витнĕ, пур çĕрте те трюмо, вĕсен айĕнче – мрамортан тунă сĕтелсем».

Çак çурт асра юлмалли тепĕр событипе те историне кĕрсе юлнă: 1833 çулхи авăн уйăхĕн 5–6-мĕшĕсенче вырăссен аслă поэчĕ Александр Пушкин «Пугачев историйĕ» историлле монографи валли материалсем пуçтарнă чухне шăпах çакăнта чарăнса тăнă. Иван Дряблов хыççăн хула пуçлăхĕсем пулса А.Н.Никитин, Н.Н.Сомов тата ыттисем ĕçленĕ.

Голштински коммерци канашçи И.Ф.Дряблов Балахна купсин тата Уралти пăхăр шăратакан заводсен хуçин Петр Осокинăн аппăшне качча илнĕ. Ăна Феодосия тесе чĕннĕ. Иван Федорович пурнăçран ир уйрăлса кайнă, ачаллă пулайман, 46 çула çитсен, 1774 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Ăна арçынсен Кизик мăнастирĕн масарне пытарнă.

Шанчăклă çăлкуçсенчен çакă паллă: паянхи кун Шупашкарта Дряблов хушаматлă 48 çын пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ Комсомольски тата Муркаш районĕсенчен тухнăскерсем.

Ахăртнех, Иван Дрябловăн Шупашкарта еткерлĕх йĕркипе тĕпе юлакансем тата çывăх тăванĕсем çук. 1723 çулхи халăх перепиçĕн докуменчĕсенче палăртнă тăрăх, хулара Федор Михайлович Дряблов хăйĕн ачисемпе Семионпа, Алекçейпе тата Ваççапа пурăнни паллă. Тен, çак енĕпе Дрябловсен тăхăмĕсем тăрса юлнă. Кирек епле пулсан та, Шупашкарта пурăнакансем хăйсен ентешĕпе, Хусан хулин пĕрремĕш мэрĕ пулнă çынпа чăннипех те мухтанма пултараççĕ.

Анатолий Ухтияров,

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ,

юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика