17 декабря 2016 г.
Электричествăпа асăрхануллă пулмаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах та нумай чухне проводсем тăрăх хăрушлăх чупнине темшĕн манатпăр. Паян кашни килтех электричество устройствисем нумай ĕçлеççĕ: çутă приборĕсем, телевизорсем, кĕпе-йĕм çумалли машинăсем, утюгсем, электрочейниксем, обогревательсем тата ытти те. Вĕсем мĕнлерех хăрушлăх кăларса тăратни çинчен аса илер.
Çутă приборĕсем
Тĕп правило – люстрăсене, мачча е стена çинчи светильниксене, брасене нумай вăхăтлăха асăрхавсăр çутса хăварма юраманни. Вĕсем çумне çунакан предметсем вырнаçтарни те инкек патне илсе çитерме пултарать.
Радиоэлектроника приборĕсем
Теле-, радиоприемниксемпе, проигрывательсемпе, усилительсемпе, компьютер техникипе тата кун йышши ытти оборудованипе усă курнă чухне документацире палăртнă эксплуатаци правилисене çирĕп пăхăнмалла. Сăмахран, телевизорсем нумай чухне пушарсен сăлтавĕ пулса тăраççĕ, çавăнпа та унăн вентиляци шăтăкĕсене хупламалла мар, ăшне шыв тата тимĕр металлсем лекессинчен хÿтĕлемелле, ăна сывлăш ирĕклĕ çÿрекен тата ăшă тухса кайма пултаракан вырăна çеç вырнаçтармалла. Хăвăр тĕллĕн телевизора нихăçан та ан салатăр, нумайăшĕн напряженийĕ пурнăçшăн хăрушă.
Электроприборсен чи «вăйсăр» енĕ – шнур. Час-часах хуçлатнипе унăн жилисем татăлма пултараççĕ, уйрăмах вилка тĕлĕнче, çавăнпа та ăна розеткăран хăвăрт туртса мар, асăрханса кăларăр.
Электроприборсене нихăçан та хăвăр тĕллĕн ан юсăр. Нумай устройствăра хуппине хывсан розеткăран пулин те вилĕм патне илсе çитерекен электричество зарячĕ сыхланса юлать. Пысăк вольтлă элемент схемисенчен вара алла çывхартсан та ток çапма пултарать.
Ачасене электроприборсемпе усă курмалли правилăсене тĕплĕ ăнлантарăр.
Ăшă приборĕсем
Утюгсем, электрочейниксем, электрокăмакасем тата кун йышши ытти оборудовани хăвачĕ пысăк, çавна май кунашкал устройствăсене пĕр вăхăтрах пĕр розеткăна чикни проводсене хĕртме, изоляцие сиенлетме, розеткăсене ирĕлтерме е хыпса илни патне илсе çитерет. Çавăн пекех шнур вĕри элемент çине лекессинчен хÿтĕленмелле. Ăшă приборĕсене асăрхавсăр çутса хăварни – пушарсен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри.
Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнсан çеç хăвăра, çемйĕре инкексенчен çăлма пултаратăр.
Юрий ИВАНОВ,
асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн дознавателĕ.