03 декабря 2016 г.
Виççĕн кĕретпĕр Пăртасри С.Лукина фермерăн ĕне-выльăх фермине. Пире Вероника Никандрова (ÿкерчĕкре) кĕтсе илчĕ. Вăл, доярка тивĕçне пурнăçлаканскер, сăвăма вĕçленĕччĕ. Çавăнпа пирĕнпе калаçма та вăхăчĕ тупăнчĕ. В.Никандрова пĕлтернĕ тăрăх, ĕнесене иккĕн сăваççĕ. Ку ĕçе хальлĕхе алă вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Апла пулин те ывăннине туймаççĕ, мĕншĕн тесен хăнăхса çитнĕ.
– Хальхи вăхăтра витери вăтăр ĕнене Эльвира Моисеевăпа иксĕмĕр сăватпăр. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлетпĕр, хавхалантарса пыратпăр, – терĕ Вероника Никандрова.
Ĕне-выльăх тăракан вырăнти тислĕке хăйсемех хырса тасатаççĕ. Апата вара тракторпа кĕртсе параççĕ. Утăна кашни выльăх патне пĕр пек валеçсе тухаççĕ. Вĕсен умĕнчен нихăçан та апат татăлмасть.
Кăçалтан ĕнесем патне шыв пăрăх тăрăх пымалла тунă. Витене электричество та кĕртнĕ. Унччен вара генераторпа усă курма тивнĕ. Витере ăшă та таса. Кантăкран кăнтăр вăхăтĕнче çутă та çителĕклех кĕрет. В.Никандрова ĕç условийĕсемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ.
Кăштахран Светлана Лукина фермерпа хăйĕнпе те тĕл пултăмăр. Вăл вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарма хирĕçлемерĕ.
– Фермăра 51 пуç выльăх, вĕсенчен сăваканнисем 37 пуç. Хăшпĕрисем кĕç-вĕç пăруламалла та, çавăнпа пурне те сумастпăр, – пĕлтерчĕ С.Лукина.
2012 çулта фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ. Унпа трактор тата хăшпĕр агрегатсем туяннă.
– Ку вырăнта темиçе çул каялла Мичурин ячĕллĕ хуçалăхăн сысна ферми пулнă. Колхоз арканнă та – çурт та пушанса юлнă. Япăхса кайнăччĕ вăл. Строительство материалĕсем туянса стенасене çĕнĕрен купалама тиврĕ. Тăрă та турăмăр. Пуриншĕн те паллă, стройкăна укçа-тенкĕ нумай каять. Пуçăннă ĕçе вĕçлес тĕллевпех кредит илтĕмĕр, – пĕлтерчĕ фермер.
Пысăках мар ферма çуртне туса пĕтерсен килти хуçалăхри ĕнесене кунта куçарнă. Йыша çулсерен ÿстерсе пыма пуçланă.
Кăçал ĕне-выльăха хĕл каçарма утă çителĕклĕ хатĕрленĕ. Анчах та сенажа, пĕтĕм ĕçе пурнăçлама техника çитменрен, çывăхри хуçалăхсенчен укçалла туянаççĕ.
Ĕнесен йышне çĕр пуçа çитересшĕн. Шел пулин те вĕсене усрама вырăнĕ çителĕксĕр. Çавăнпа та ферма çуртне малалла тăсасшăн.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ Г.Романов тата районти ветеринари станцийĕн начальникĕн заместителĕ Г.Иваничев Вăрманкасри А.Козлов фермерăн фермине те çитрĕç. Ирхи вунă сехет пулин те пĕр çын та курăнмарĕ. Витене кĕмелли алăксене те питĕрнĕччĕ. Çавăнпа та кунти ĕç-хĕлпе паллашма май килмерĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.