05 декабря 2016 г.
Ноябрь уйăхĕнче Вăрнарти «Санар-6» лавкка администрацийĕ хăйĕн клиенчĕсене хавхалантарас тĕллевпе акци пуçарчĕ – 1 пин тенкĕлĕх тавар туянатăн та выляв хутшăнуçи пулса тăратăн.
Ытти чухне те кунта халăх йышлă çÿренĕ пулсан, çак тапхăрта вĕсен шучĕ тата та ытларах пулчĕ, ахăртнех. Çитменнине, «Санар-6» паян тавар туянакансене пуян ассортиментпа илĕртет. Тĕп тавар, паллах, – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн кăлпасси изделийĕсем – кунта вĕсем яланах тин хатĕрлесе-пĕçерсе кăларнисем. Çавăн пекех сентресем çинче апат-çимĕç продукчĕсен мĕнпур тĕсне, чĕрĕ пахчаçимĕç, йăлари, ача-пăча таварĕсене туянма пулать.
Юнкун кăнтăр вăхăтĕнче «Санар-6» лавккана халăх сахал мар пухăнчĕ. Кашниех тĕп парнене – 18 банка тушенкăна – выляса илесшĕн пулчĕ. Чи телейлисене акци ешчĕкĕнчи чексене туртса кăларса палăртрĕç. Вĕсем Андрей Ивановпа Виталий Еремеев пулса тăчĕç. Лавкка ертÿçи Надежда Анисимова купонпа тухнă çĕнтерÿçĕсене çийĕнчех шăнкăравласа саламларĕ.
Çавăн пекех хавхалантару призĕсем те пулчĕç% Çĕнĕ çул парнисем, ура çине тăрса виçĕнмелли тараса, фирмăллă блокнотсем.
Лавккара пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул умĕн «Санар-6» кунашкал акцие тата тепĕр хут ирттерĕ. Эппин, лавккана кĕрсех çÿрĕр – акцирен ан юлăр!
Светлана ЧИКМЯКОВА.