03 декабря 2016 г.
Виçĕмкун Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕнче «Пенси илсе тăракан граждансене пĕр хутчен паракан укçа тÿлевĕ» федераллă саккуна (22.11.2016, №385-ФЗ) уçăмлатассипе ведомствăсем хушшинчи пресс-конференци иртрĕ.
Вăрнарти управленире видеоканашлăва унăн пуçлăхĕ Андрей Иванов тата заместителĕ Людмила Редькова, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Ирина Смолина, полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ Лилия Забирова, шалти ĕçсен ветерансен канашĕн председателĕ Василий Паньков хутшăнчĕç.
Пресс-конференцие Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева ертсе пычĕ. Видеоçыхăнура вăл федераллă саккунăн тĕп положенийĕсемпе паллаштарчĕ.
5000 тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлев бюджет майĕсен тăкăслăх условийĕсенче потребительсен хакĕсен ÿсĕмĕн тăкакĕсене саплаштарас тĕллевлĕ.
Тÿлеве Раççей Федерацийĕнче пурăнакан, 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне пенси илсе тăракан мĕнпур граждана параççĕ. Çав шутра çар çынни пулнисене те, вĕсемпе танлаштарнисене те. Тÿлевпе ĕçлекен пенсионерсене те, ĕçлеменнисене те тивĕçтереççĕ.
5000 тенкĕлĕх тÿлеве парас йĕркепе мĕнпур ведомство представителĕсем паллаштарчĕç. Ăна гражданинăн пенси е тÿлев ĕçĕнчи докуменчĕсем тăрăх шутласа параççĕ, ăна валли уйрăм заявлени çырмалла мар.
Енчен те гражданин икĕ пенси илсе тăрать, сăмахран çар пенсионерĕ, вĕсенчен пĕрне пенси фончĕ урлă илет-тĕк, пĕр хутченхи тÿлевпе РФ Пенси фончĕ тивĕçтерет. Роза Кондратьева пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енре иккĕмĕш пенсие илекен çар пенсионерĕсем виçĕ пин ытла. Кусене тата «вăй-хал» ведомствисене шута илсе Пенси фончĕ 5 пин тенке пĕтĕмпе 377 пине яхăн пенсионера тÿлет, пĕтĕмĕшле сумма – 1,9 миллиард тенкĕ.
5 пин тенке 2017 çулхи январьте пенсипе пĕрле параççĕ. Енчен те январь уйăхĕнчи пенсие Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсемпе çыхăнтарса декабрь вĕçĕнчех çитернĕ пулсан пĕр хутченхи тÿлеве январьте параççĕ. Сăмахран, гражданинăн пенси илмелли кунĕ уйăхăн 3-мĕш числи. Январьте вăл уяв кунĕсене килет. Çавна май, пенсие декабрьтех çитереççĕ. Пĕр хутчен паракан тÿлеве графикпа килĕшÿллĕн январĕн 13-мĕшĕнче параççĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула укçана килсерен валеçнĕ чухне гражданин килте пулмасан ăна тепĕр уйăхри пенси укçипе пĕрле параççĕ.
Банксене укçана тÿрех куçарса параççĕ. Пенсионерсем ăна тÿрех илме пултарĕç.
Республикăра тÿлеве çитерессипе график палăртнă ĕнтĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн 5 пин тенкĕлĕх тÿлев ытти тÿлевсем, социаллă пулăшу мерисем, исполнительнăй документсем, суд йышăнăвĕсем çине нимĕнле витĕм те кÿмест. Интернатсемпе ветерансен çурчĕсенче пурăнакансем тÿлеве туллин алла илеççĕ. Пенсионер пурнăçран уйрăлнă пулсан укçана çемье членĕсене е еткерçĕсене параççĕ.
Журналистсен те ыйту пулчĕ% ку пулăшун «Ç»-сем тата «–»сем мĕнре-ши? Çитес çул пенсисене индексацилĕç-и? Роза Кондратьева çапла ăнлантарчĕ – иртнĕ çулхи чăн инфляци 12,9 процентпа танлашнă. Çавна май пенсисене те çав виçепех ÿстермелле пулнă. Çĕршыв экономикинчи кăткăс лару-тăрăва кура вĕсене февральте 4 процент кăна ÿстернĕ. Иккĕмĕш çур çулта индексацилеме май килмен, апла пулин те правительство аслă ăру çыннисене пĕр хут тÿлевпе тивĕçтерме май тупнă. «Ку – курăмлă пулăшу», – терĕ Роза Алексеевна.
Çитес çулхи индексаци ыйтăвĕпе çапларах хурав килчĕ% ĕçлемен пенсионерсен пенсине 2017 çулхи февральте тулли виçепе – кăçалхи чăн инфляци проценчĕ чухлĕ ÿстерме палăртаççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, ку кăтарту 6,5 процентпа танлашмалла.
Пресс-конференцие пĕтĕмлетсе Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управлени пуçлăхĕ Андрей Иванов пухăннисене федераллă саккуна пенсионерсене тĕрĕс ăнлантармаллине аса илтерчĕ. «Хушма пулăшу пурин патне те вăхăтра çиттĕр», – терĕ вăл.
Светлана ЧИКМЯКОВА.