Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăрсене мĕн пăшăрхантарать?

03 декабря 2016 г.

Урамра е тĕрлĕ объектсенче сусăр çынсене курсан чĕрисенче хĕрхенÿ туйăмĕ çуралман çын çĕр çинче çук пулĕ. Çав вăхăтрах кунашкал шăпаллă çынсен чун хавалĕ пысăк пулни, вĕсем ниме пăхмасăр малалла талпăнни савăнтарать. Вĕсем хушшинче сăвăçсем те, спортсменсем те, алăстисем те, артистсем те пур. Районти, республикăри мероприятисене хастар хутшăнаççĕ вĕсем.

Анчах та вĕсене кулленхи тимлĕх, унран та ытла ăшă сăмах кирлĕ. Паян, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче, вĕсене хумхантаракан ыйтусене хускатни те вырăнлă.

Цифрăсене илес пулсан, паян районта тĕрлĕ сăлтава пула сусăра тухнисем 2366 çын шутланать. Районти инвалидсен обществине 438-ăн кĕнĕ. Ун ертÿçи Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлешÿ çак списокрисене кăна мар, хевтесĕр ытти çынсене те пулăшу алли тăсать.

Инвалидсен вырăнти обществи сусăрсен пурнăçне хавхалану кÿрес, вĕсене ытти çынсемпе хутшăнтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Скандинави уттине килĕштереççĕ, пулăç кунĕнче уçă сывлăшра савăнаççĕ, сĕтелçи теннисра, дартсра, шашка-шахматра маттур. Кăçал ак республикăри пĕрлешÿ членĕсем пулăшнипе Вăрнарти тата Йĕпреçри организаци членĕсем çĕнĕ спорт тĕсĕсене алла илнĕ. Вĕсем – тинĕс бильярчĕ, Джаколло, рулонлă джалфбброт. «Пĕрремĕш хут вылярăмăр пулин те питĕ хĕрÿ иртрĕç вĕсем. Чарăнас та килмест»,– пĕлтерчĕ Владимир Викторович. Сăмах май, ĕнер районти культура çуртĕнче иртнĕ каçра юлашки икĕ вăйăпа ăмăрту та пулчĕ.

Общество хастарĕсем те чылай: Пăваялĕнчи Анна Пескова, Кÿлхĕрринчи Владимир Ржанов, Геннадий Ермолаев, Мăн Турханти Виталий Никонов, Вăрнарти Елена Сергеева, Мăн Явăшри Юрий Кузьмин, ыттисем.

Анчах та вырăнти обществăн ыйтусем çук мар. Паян патшалăх сусăрсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе чылай мерăсем йышăнать. Шел те, çак мерăсем хушшинче вырăнти организацисене укçа-тенкĕ уйăрасси çук. Мĕнле те пулин мероприяти ирттерес тесен инвалидсен обществисен вырăнти влаçсенчен, предприяти-организацисенчен кĕлмĕçленме тивет. Транспорт ыйтăвĕ çивĕч. Владимир Викторович акă мероприятисене сусăрсене хăйĕн машинипе пайтах турттарнă, анчах та халĕ çапла тума ирĕк çук иккен, малтан килĕшÿ çырмалла имĕш. Çак сăлтавпах нумай инвалида районта иртекен тĕлпулусене çитерме май çук. «Мăн Явăшри Вячеслав Григорьев колясочник ак мероприятисене тем пек килесшĕн, транспорт çукки чăрмантарать», – ассăн сывларĕ Владимир Викторович.

Юрать, Вăрнар тăрăхĕнче инвалидсен нушине ăнланакансем пур. Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕ, «Вурнарская» МСО, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Вячеслав Ластухин, Юрий Валерьянов уйрăм предпринимательсем яланах пулăшу алли тăсма хатĕр. «Вурнарский» физкультурăпа спорт комплексĕнче кирек хăш вăхăтра та вĕсем валли алăксем уçă.

Кăçал колясочниксемпе пĕр мероприяти те ирттерейменшĕн те кулянать Владимир Викторович% чылайăшĕ чирленĕ. Хăй те  çулла 45 кун больницăра сипленнĕ. «Çитес çул ку çитменлĕхе пĕтерĕпĕр»,– шанчăклăн каларĕ инвалидсен вырăнти обществин пуçлăхĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика