03 декабря 2016 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин виçĕмкун Кремль керменĕн Георгий залĕнче хăйĕн Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, çĕршывăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, кĕпĕрнаттăрсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăннă. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Пĕр сехет те вунă минута тăсăлнă сăмахĕнче Президент çĕршывăн шалти тата тулашри политикин ыйтăвĕсене тишкерчĕ, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне хакларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Вулакансене Çырăвăн чи пĕлтерĕшлĕ тезисĕсемпе паллаштаратпăр.
Йывăрлăхсене çĕнтеретпĕрех
Паян кăткăс ыйтусене çăмăл мар условисенче татса пама тивет – историре кунашкалли пĕрре кăна мар пулнă. Раççей халăхĕ хăйĕн наци интересĕсене, çĕршывăн никама пăхăнман курсне хÿтĕлеме пултарнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ. Граждансем патриотизм хаклăхĕ тавра пуринпе те кăмăллипе мар, йывăрлăх халĕ те пайтах, пĕрле вĕсене çĕнтерме пултарнине ăнланнипе пĕрлешрĕç. Çак пĕрлĕх никĕсĕнче – Раççейшĕн ĕçлеме хатĕрри.
2017 çул – революци çĕрçуллăхĕн çулталăкĕ
2017 çулта Февральти тата Октябрьти революцисем пулнăранпа 100 çул çитет. Ку Раççейри революци сăлтавĕсене тишкерме хистет. Çакă – пирĕн пĕрлехи истори. Ăна хисеплемелле. Совет философĕ Алексей Лосев çапла каланă: «Эпир çĕршывăн тумхахлă çулне пĕлетпĕр, анчах Тăван çĕршыв ывăлĕшĕн çакă пĕтĕмпех – уншăн тăван пулăмсем». Иккĕленместĕп, пирĕн граждансенчен ытларахăшĕ Тăван çĕршыва çапла туять. Çавăнпа истори урокĕсем пире чи малтан çураçма, килĕшĕве çирĕплетме кирлĕ. Унчченхи хирĕçÿпе кÿренĕве паянхи пурнăçа илсе килме юрамасть. Асра тытар, эпир – пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре.
Демографи коэффициенчĕсем
Пирĕн политикăн пĕлтерĕшĕ – çынсене упрасси, Раççейĕн тĕп пуянлăхĕ вырăнне хурса çын капиталне ÿстересси. Çавăнпа йăлана кĕнĕ хаклăхсене, çемьене, демографи программисене тĕревлессине, экологие, çынсен сывлăхне лайăхлатассине, вĕрентÿпе культурăна аталантарассине тĕпе хуратпăр.
Халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсесси малалла пырать. Демографсен «ача çуратасси» текен ăнлав пур, вăл 2013 çулта Раççейре 1,7-пе танлашнă – Европăри чылай çĕршывринчен пысăкрах. Португалире 1,2 пулнă, Испанире, Грецире — 1,3... 2015 çулта Раççейре ача çуратассин пĕрлехи коэффициенчĕ тата кăшт пысăкрах пулать – 1,78.
Сывлăх сыхлавĕнче çивĕч ыйту нумай-ха. Граждансем черетсене те, кăнттамлăха та кураççĕ. Врачсен ĕç калăпăшĕ пысăк, кирлĕ специалист патне кĕме йывăр. Тепĕр чухне поликлиникăсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, анчах ĕçлекенсен унпа усă курма квалификаци çитмест. Çавăнпа та çитес çултан медицина центрĕсемпе вузсен никĕсĕ çинче врачсене вăхăт иртнĕ май çĕнĕрен хатĕрлессине пуçарăпăр.
Географие, пирĕн территори пысăккине кура Раççее лайăх тивĕçтернĕ санитари авиацийĕн служби кирлĕ. Çитес çултанах вăл çĕршывăн 34 регионĕнче ĕçлеме пуçлĕ – вĕсем федераци бюджечĕн укçине илĕç. Чи малтанах – Çĕпĕр, Çурçĕр, Инçет Хĕвелтухăç. Авиаци пулăшу ĕçĕсем валли 2017 çулта 3,3 миллиард тенкĕ уйăрма палăртатпăр.
Пĕлÿсĕр инçе каяймăн
Пысăк çĕршывăмăрта ачасен хăтлă та меллĕ условисенче вĕренмелле. Юхăннă, авари пулма пултаракан шкул çурчĕсем юлмалла мар. Виççĕмĕш сменăсен, каярахпа иккĕмĕш сменăсен ыйтăвне татса памалла. Вĕрентекенсен квалификацине ÿстерес енĕпе ĕçлемелле. 2016 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелемелли программăна пурнăçлатпăр. 2016–2025 çулсенче ун валли 25 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. 2019 çулччен шкулсенче çĕнĕ 188 пине яхăн вырăн йĕркелемелле.
Лихачев академик шкулăн пĕлÿ памаллине тата кăмăл-сипете хаклакан воспитание тĕпе хумаллине палăртнă. Паллах, тарăн пĕлÿ парассине упраса хăвармаллах. Анчах шкул программин сехечĕсем кăна çителĕксĕр – театрпа кинора, телекуравпа музейсенче, Интернетра проектсем кирлĕ, вĕсем çамрăксемшĕн интереслĕ пулччăр, хамăрăн литературăпа, культурăпа, историпе кăсăклантарччăр.
Ыркăмăллăха çул парар
Общество палатинчен, Стратеги пуçарăвĕсен агентствинчен волонтерсене, ыркăмăллăх юхăмĕсене, коммерципе çыхăнман организацисене пулăшас енĕпе тимлĕ пулмашкăн ыйтатăп. Çитес çултан коммерципе çыхăнман организацисем бюджет шучĕпе кÿрекен социаллă пулăшу ĕçĕсене те хутшăнма пултарĕç. Çавăнпа кĕпĕрнаттăрсем те, муниципалитетсен влаçĕсем те илтчĕр, хытă ан пулăр, социаллă ĕçсене пурнăçлама хысна тытăмĕсене кăна ан шанăр, çав организацисене те явăçтарăр.
Çитес çул хăтлăхпа тирпейлĕх программисем валли регионсене 20 миллиард тенкĕ парăпăр. 2017 çул – Экологи çулталăкĕ. Çĕршывĕпех вараланă лаптăксене тасатмалла. Ку ыйту пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те çивĕч.
Пире санкцисемпе хуçасшăнччĕ
Икĕ çул каялла экономикăри лару-тăру çивĕчленчĕ – тĕнче рынокĕсенчи конъюнктура япăхланчĕ, хамăрăн наци интересĕсем çине алă султарса пире санкцисен кĕввипе ташлаттарасшăнччĕ. Çапах экономика такăннин тĕп сăлтавĕсем чи малтанах хамăрăн шалти çивĕч ыйтусемпе сăлтавланнă. Çав шутра – инвестици ресурсĕсен, çĕнĕ технологисен, кадрсен дефицичĕ, конкуренци аталанманни, ĕçлĕ климат çитменлĕхĕсем. Халь экономика чакма пăрахрĕ, промышленноçра кăшт ÿсĕм те пур. Пĕлтĕр ВВП 3,7% чакнăччĕ, кăçалхи вунă уйăхра вара вăл 0,3% танлашнă – çулталăкĕпе çапларах пулать пуль.
Промышленноçăн чылай отрасльне, çурт-йĕр рынокне тĕревлемелли программăсем пулăшрĕç. 2015 çулта пурăнмалли 85 миллион тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă – çĕршыв историйĕнчи рекорд. Экономикăн йывăрлăхри отраслĕсене пулăшассине малалла тăсăпăр.
Ял хуçалăхĕ вăй илчĕ
Ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ паян пире хĕç-пăшал сутнинчен те пысăкрах тупăш парать. Сăмахран, хĕç-пăшал экспорчĕ тĕлĕшпе те пирĕн позицисем çирĕп% 2015 çулта тулашри рынокра 14,5 миллиард тенкĕлĕх сутнă. Ял хуçалăх продукцийĕ вара – 16,2 миллиардлăх. Кăçал ытларах пуласса шанатпăр – 16,9 пулать-тĕр. Куншăн ял хуçалăх ĕçченĕсене тав тăвар.
Ял хуçалăх аталанăвĕ регионсенчен нумай килет. Вĕсене федераци субсидийĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ытларах ирĕклĕх памалла, пулăшу виçине вара сухалакан çĕрсен калăпăшĕпе, тухăçа ÿстернипе, çавнашкал ытти кăтартупа çыхăнтармалла. Фермерсене рынока тухмашкăн çĕнĕ майсем парас тĕллевпе ял хуçалăх кооперацине пулăшас енĕпе тимлĕх кирлĕ. Ку енĕпе Ял хуçалăх министерствине, Россельхозбанка, Росагролизинга, çавăн пекех Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантаракан корпорацие (çитес çул унăн капиталне 13 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăклатăпăр) çине тăрса ĕçлеме хушатăп.
Налуксем, тĕрĕслевпе надзор ĕçĕ...
Эпир тĕрĕслевпе надзор органĕсен ĕçне лайăхлатмалли пирки чылай çул калаçатпăр. Çитес çултан вĕсем тĕпĕ-йĕрĕпе уçă пулĕç: кам кама тĕрĕслет, тĕрĕслев кăтартăвĕсем мĕнлерех. Çакă тĕрĕслевçĕсем предпринимательсен прависене пăснин кашни тĕслĕхĕпе мерăсем йышăнма май парĕ. Правительствăн тĕрĕслевсен шутне чакарас, вĕсен уссине ÿстерес тĕллевлĕ ĕçе хăвăртлатмалла. Надзор органĕсем йĕркене пăснине тупса палăртни çителĕксĕр, профилактика енĕпе ĕçлемелле, предпринимательсене консультаци парса пулăшмалла.
Коррупципе кĕрешессипе çыхăннă тема çинче уйрăммăн чарăнса тăрам. Юлашки çулсенче муниципалитет, регион, федераци шайĕнчи чиновниксемпе çыхăннă шавлă ĕç чылай пулчĕ. Патшалăх служащийĕсен тĕп йышĕ – тÿрĕ кăмăллă çынсем. Анчах таса мар алăллă влаç представителĕсене должноçсем те, çÿллĕ шайри çыхăнусем те, унчченхи тава тивĕçлĕ ĕçсем те хÿтĕлеймĕç. Çав вăхăтрах суд йышăну тăвиччен çын айăплă е айăпсăрри пирки никамăн та вердикт палăртма право çук.
Тепĕр самант. Резонанслă тĕслĕхсем пирки шăв-шав çĕклесси йăлана кĕчĕ. Ку енĕпе чылай чухне следстви, право хуралĕн органĕсен представителĕсем хăйсем çылăхлă. Коррупципе кĕрешесси – шоу мар, кунта профессионализм, яваплăх кирлĕ.
Укçа аталанăва тĕревлетĕр
Экономикăна çĕнĕ шая çĕклемешкĕн çĕнĕ йышши технологисемпе çыхăннă çул-йĕрсем çине пусăм тумалла. Технологи тĕлĕшпе çĕнĕ ăрури экономика аталанăвĕн анлă программине хута яма сĕнетĕп. Çак проектсене финанс ресурсĕсемпе тивĕçтермелле, пире квалификациллĕ кадрсем кирлĕ пулĕç. Инженерсене, IT-специалистсене тÿлевсĕр хатĕрлемелли вырăнсен шутне пысăклатăпăр. Тĕп вузсенче, çав шутра регионсенчи аслă шкулсенче, компетенци центрĕсем йĕркелĕпĕр.
Тулашри витĕме парăнмастпăр
Юлашки çулсенче пире тулашран витĕм кÿме тăнине куратпăр. Çав шутра – Раççей агрессийĕ пирки калакан халапсем те, пирĕн спортсменсене, çав шутра паралимпиецсене тапăнни те. Саккаспа йĕркелекен информаци кампанийĕсем, компроматсем, мăнна хурса вĕрентме хăтланнисем йăлăхтарса çитерчĕç. Кирлĕ-тĕк, эпир хамăр кирек кама та ăс пама пултаратпăр. Анчах эпир хамăрăн яваплăха туятпăр, тĕнче тата регионсен шайĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама хутшăнмашкăн хатĕр.
Эпир никампа та хирĕçесшĕн мар. Тăшман шырамастпăр, пире туссем кирлĕ. Анчах пирĕн интерессене хĕстернипе çырлахмăпăр. Эпир хамăрăн шăпана хамăрах татса парасшăн. XXI ĕмĕрти тĕнчери хутшăнусен çирĕп тытăмне йĕркелес енĕпе тĕплĕн калаçма хатĕр. Шел те, ку енĕпе сивĕ вăрçă хыççăнхи вунăçуллăхсем сая кайрĕç.
Паянхи ансат мар условисенче Раççейпе Китайăн анлă ĕçтешлĕхĕ тĕнчери тăнăçлăха тивĕçтермелли тĕп факторсенчен пĕри пулса тăчĕ. Раççейĕн тулашри политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – Индипе стратеги ĕçтешлĕхне çирĕплетни. Японипе тытакан хутшăнусем те лайăхланасса шанатпăр.
Америкăн çĕнĕ администрацийĕпе те алла-аллăн ĕçлеме хатĕр. Икĕ енлĕ хутшăнусене пĕртанлăх никĕсĕ çинче аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççейпе АПШ анлă ыйтусене татса парас енĕпе пĕрле ĕçлени пĕтĕм тĕнче интересĕсене тивĕçтерет. Эпĕ АПШпа пĕтĕм тĕнчери терроризмпа кĕрешес енĕпе вăйсене пĕрлештерессе шанатăп. Пирĕн çар çыннисем Сирире шăпах çак енĕпе ĕçлеççĕ. Террористсене пысăк сиен кÿнĕ, Раççей çарĕпе флочĕ инçетре ăнăçлă ĕçлеме пултарнине ĕнентерчĕç.
Ятарлă службăсем хамăр çĕршывра террорпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçленине те куратпăр. Ку ĕçе малалла тăсăпăр.
Юлашки çулсенче пире çăмăл килмерĕ, анчах çак тĕрĕслевсем пире татах та вăйлатрĕç. Йывăрлăхсене çĕнтернĕ май эпир малалла каймалли никĕсе йĕркелерĕмĕр. Çĕршывăмăр пуласлăхĕ пирĕнтен кăна, çĕршывăн мĕнпур гражданинĕн ĕçĕпе талантĕнчен, вĕсен яваплăхĕпе ăнăçăвĕнчен килет. Эпир хамăр умри паянхи тата ыранхи тĕллевсене пурнăçлатпăрах.