30 ноября 2016 г.
Пирĕн ентешĕмĕр, Кульцавра çуралса ÿснĕ СССР халăх артисчĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ кăçалхипе 26-мĕш хут иртет.
Унăн пĕрремĕш кунĕ Шупашкар çыннисемпе хăнисене савăнăçлă кăмăл парнеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев салам сăмахĕ каланă. Музыка уявĕн йĕркелÿçисене Максим Михайловăн пултарулăхне хисепленĕшĕн, ятне асра тытнăшăн тав тунă. «Ентешĕмĕр тăван Чăваш ене мухтава кăларчĕ. Çамрăк ăрăва пирĕн унăн тĕслĕхĕпе, кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕпе хурса, искусствăпа çывăхлатса ÿстермелле», – тенĕ.
26-мĕш опера фестивальне Дж.Вердин «Отелло» опери уçнă. Тĕп партисене хăнасем – Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Август Амонов (Мариинка театрĕ, Питĕр), Елена Дементьева (Екатеринбургри академи оперăпа балет театрĕ), Александр Краснов (Мариинка, Питĕр) – юрланă. Шăматкун сцена çинче Жорж Бизен «Карменĕ» хуçаланнă.
Вырсарникун Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕ Сергей Прокофьевăн «Любовь к трем апельсинам» оперине, ĕнер Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ академи оперăпа балет театрĕ Эдуард Фертельмейстерăн «Коко Шанель: страницы жизни» опера-мюзикльне кăтартнă.