30 ноября 2016 г.
Районта Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕ тытăннă. Хальлĕхе ачасем тăхăр предметпа ăс-хакăла тĕрĕсленĕ. Тĕнче художество культурипе, астрономипе тата информатикăпа çĕнтерÿçĕсем çук. ОБЖ-па Кристина Филиппова (Аçăмçырми), Ксения Углова (Туçи Мăрат), Александр Иванов (Калинино) – чи маттуррисем. Географипе – Павел Кириллов (Пăртас), Ярослав Митрофанов тата Павел Нарышкин (2-мĕш шкул). Нимĕç чĕлхипе – Екатерина Николаева тата Анастасия Данилова (Вăрман Кипек). Биологипе – Надежда Даниловапа Анюта Ерлыгина (Кÿстÿмĕр), Дима Васильев (Санарпуç), Люда Иванова (Вăрман Кипек), Кристина Яковлева (Кульцав), Ксения Шакова (1-мĕш шкул), Александр Кожевников (Калинино). Физкультурăпа – Евгений Крылов (Калинино), Ильзита Алексеева (Ярмушка), Снежана Алексеева, Дима Мошкин (2-мĕш шкул).