30 ноября 2016 г.
Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн çамрăк таврапĕлÿçисем паллă художникăн Элли Юрьевăн Вăрнар районĕпе çыхăннă ĕç-хĕлне тишкерес тесе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче те пулнăччĕ. ÿнерçĕне аван пĕлнĕрен, унпа нумай çул туслă çыхăну тытнăран тĕп редакторăн Вячеслав Николаевăн ачасене каласа кăтартмалли те чылай пулнăччĕ.
Элли Юрьев 1985 çулта хаçат статйисем, колонкисем, рубрикисем валли хатĕрленĕ шрифтсемлĕ номерсем редакцире упранаççĕ. Вячеслав Васильевич ачасене Элли Юрьевăн «Çĕр çинче харпăр хăй хыççăн йĕр хăвармалла...» текен сăмаххисене аса илтернĕччĕ. Ачасем çак сăмаха ĕмĕрлĕх астуса юлнине хăйсен ĕçĕнче те палăртнă.
Тĕпчев вăхăтĕнче Елена Шарипова ертсе пынипе вĕсем Çĕрпелти картина галерейине те Элли Юрьев çырнине, Çĕрпел салин тĕп площадьне илемлетессине хутшăннине пĕлнĕ. 1982 çулта художник Вăрнарти хими завочĕн (халĕ – хутăш препаратсен завочĕ) актовăй залне илемлетнĕ, ун эскизĕпе хатĕрленĕ театр чаршавĕ халĕ завод музейĕнче упранать.
Ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕн Владислав Кудряшовăн архивĕнче Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтри, 1976–1978 çулсенчи, картинисенче Э.Юрьев преподаватель паллă тунă ĕçсем пур.
Вăрнарăн çамрăк краевечĕсем – Вăрнарти 2-мĕш шкулти Лиза Галкина, Наталья Ефимова, Диана Сергеева, Ксения Сергеева, Валерия Петрова, 1-мĕш шкулти Денис Григорьев «Элли Юрьевăн Вăрнар районĕнчи «йĕрĕпе» ĕçĕпе республикăри слета хутшăннă, виççĕмĕш вырăн йышăннă.