Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнчĕ

30 ноября 2016 г.

Эпир, вăрçăччен çуралнисем, пурнăç улшăнса пынине питĕ лайăх куратпăр. Чăннипе, вăрçă чарăнсан та çăмăллине туймарăмăр. Арканнă çĕршыва ура çине тăратма питĕ йывăрччĕ. Шкулта вĕреннĕшĕн укçа тÿлеме тиветчĕ. Ултă урок выçă ларнă, çичĕ çухрăм çуран утнă.

Паянхи пурнăç – ырлăх. Шкулта апат çитереççĕ, ачасене автобуспа турттараççĕ. Лавккара темĕн те пур. Эпир пылак тутине те пĕлмен. Ачасем шкулта пĕр-пĕрне хисепленĕ, сăпайлă пулма тăрăшнă. Вĕрентекене итленĕ, халĕ ачасем аслисене сывлăх та сунмаççĕ. Шкул сакки çинчех ĕçме, туртма вĕренеççĕ, тĕрĕс мар çул çине тăраççĕ. Ялсенче пĕр-пĕрне хисеплесси пĕтрĕ. «Шăлавар тăхăннă хĕрарăмсем пирĕнтен машина туртса илчĕç», – теççĕ арçынсем.

Вокзалсенче туалета йăпăр-япăр кĕрейместĕн: хĕрачасем чĕлĕм мăкăрлантарса тăраççĕ. Мĕншĕн вĕсем хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ-ши? Пуласлăхра мĕн кĕтнине пĕлмеççĕ-ши?

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика