30 ноября 2016 г.
Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн Канашри территори пайĕ чăн тиртен çĕленĕ изделисен маркировкине тĕрĕслессипе тимлĕ ĕçлет.
Октябрьте Роспотребнадзор специалисчĕсем ку изделисене сутакан суту-илÿ объекчĕсенче асăрхав мероприятийĕсем йĕркеленĕ, ун вăхăтĕнче 3000 тавара арестленĕ.
Роспотребнадзор чăн тир хатĕрĕсене маркировкăсăр сутнăшăн административлă тата уголовлă явап тыттарма пултарассине аса илтерет.
Л.НЕМЦЕВА,
территори пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ.