Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене кĕртес вырăнне вăрçаççĕ

30 ноября 2016 г.

Росреестр тĕрĕслевсем ирттернĕ Вăхăтра нумай чухне çĕр лаптăкĕсене хăйсем тĕллĕн йышăннине тупса палăртать. Кăçалхи вунă уйăхра кăна Чăваш енре кунашкал 2500 ытла тĕслĕхе шута илнĕ.

Право йĕркине пăснăшăн административлă явап тыттараççĕ. Граждансем çине хуракан штраф виçи 5 пинтен тытăнать, юридици сăпатĕнчи çынсем тата уйрăм предпринимательсем çине – 100 пин тенкĕрен тытăнса. Предписанине пурнăçламасан граждансемшĕн штраф икĕ хут ÿсет, юрсăпатсене 100 пин тенкĕрен тытăнса штрафлаççĕ.

– Штраф суммисем пĕчĕк мар, çавăнпа та явап тытнисем нумай чухне суд йышăнăвĕсемпе килĕшмесĕр çăхавсем çыраççĕ. Кăçал кунашкалли 46 тĕслĕх пулнă, – пĕлетерет Управленин патшалăх çĕр асăрхавĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Мулюков.

Судсем ытларах тĕслĕхре патшалăх инспекторĕсен  çĕрсемпе усă курас тата сыхлас ĕçне право тĕлĕшĕнчен тĕрĕс тесе палăртаççĕ. Сăмахран, пĕр хĕрарăм хăйне 10 пин тенкĕ штраф хунипе килĕшмен, ыйтуллă çĕр лаптăкĕпе çемье вуншар çул усă курнине, ун çинче хуралтăсем вырнаçнине пĕлтернĕ. Суд çăхава хирĕçленĕ, мĕншĕн тесен гражданкăн ку лаптăк тĕлĕшпе харпăрлăх докуменчĕсем пулман. Çавăнпа та унăн саккунпа çĕре е пăрахăçлама, е унпа хуçаланма ирĕк илмелле пулнă.

Çулталăк пуçланнăранпа 6,6 млн ытла тенкĕлĕх штраф хунă, вĕсенчен 3 млн ытларах тенкине Росреестр инспекторĕсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика