Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халăх контролĕ» пулăшĕ

26 ноября 2016 г.

Республикăра пурăнакансем урамсене юртан тасатманшăн «Халăх контролĕ» портала ÿпкев яма пултараççĕ.

Сивĕсем çитнĕ май ĕç тăвакан влаçсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, управляющи организацисен тата коммуналлă службăсен хулпуççийĕсем çине республикăра йĕркеллĕ инфратытăм туса парассин, халăха хăтлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин хушма çĕклемĕ тиенет. Анчах та граждансем тротуарсемпе çулсене, çурт тăррисене юртан тата пăртан тасатас, хăйсен çурчĕсене ăшă шыв парса тăрас тата температурăна виçеллĕ тытас енĕпе пурнăçлакан ĕçсемпе пур чухне те кăмăллах мар. Республикăра пурăнакансем çав çитменлĕхсене кăтартса тата «Халăх контролĕ» порталпа усă курса, влаç органĕсене пулăшма пултараççĕ.

Картишсенчи «сезонпа» çыхăннă çивĕч ыйтусемпе пĕрлех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă, медицина, вĕренÿ, çыхăну пулăшăвĕсем, çулсен, тротуарсен, обществăлла транспорт мĕнле шайра пулнипе, экологи, ялхуçалăх проблемисемпе, бизнес тата ытти енĕпе çыхăннă ыйтусене граждансем кирек хăш вăхăтра та пама пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика