Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннерен те анне

26 ноября 2016 г.

тесе калассăм килет Элмен Сунарти Алевтина Фомина пирки. Унăн тата мăшăрĕн, Юрийĕн, хÿттинче паян ултă ача çемье ăшшине, анне-атте юратăвне тупнă

Юлашки вăхăтра çĕршывĕпе пĕтĕмĕшле çеç мар, хамăр районта та ашшĕ-амăшĕн килпетсĕр пурнăçне пула, вĕсем чĕрĕ çĕртенех ачасем тăлăха юлнине асăрхама тытăнтăмăр. Аслисем ĕçкĕ-çикĕпе, аскăнупа айкашнă, яваплăх çинчен маннă вăхăтра мĕн чухлĕ ача куççульпе чыхăнать, выçăпа аптăрать-ши. Шутлама та хăрушă. Шел те, нумай чухне чун панă амăшĕсене тĕпренчĕкĕсем вуçех кирлĕ мар пулса юлаççĕ.

Юрать, пирĕн хушăра çакнашкал шăпаллă ачасен нушине ăнланас, вĕсене телей парнелес, анне ăшшине парас текен çынсем пур. Анне кунĕ умĕн паян вĕсенчен пĕри – Элмен Сунарти Алевтина Фомина пирки каласа кăтартас килет. Тĕрĕсрех, унăн пысăк та уçă чĕри пирки.

Ку çемьепе, чăннипе, вуникĕ çул каяллах паллашнăччĕ. Шăпах ун чухне Фоминсен çемйинче тăваттăри Кристина хÿтлĕх тупнăччĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшине унччен туйман ачана тÿрех çемьене çавăрма çăмăлах килмен, çавăнпа та Алевтина Валериановнапа Юрий Алексеевичăн аннепе атте вырăнĕнче çеç мар, психолог та пулма тивнĕ.

Тем вăхăтран çемье иккĕри Данила, хыççăн тăваттăри Дианăна йышăннине пĕлсен ку ачасен телейĕшĕн савăннăччĕ. Кусем те – çăмăл шăпаллисем мар. Диана, пĕчĕклех пуç мими суранне илнĕскер, калаçу енчен вуçех те аталанман пулнă. Вăл халĕ янраттарса сăвă вуланинче, юрăсем шăрантарнинче çĕнĕ амăшĕн вăйĕ-тÿпи калама çук сумлă. «Ăса хывтăр тесе пĕр сăмаха вăтăршар таран кунне миçе хут калаттарман-ши; Хама та мар, ачана мĕн тери йывăрччĕ», – аса илет Алевтина Валериановна. Дианăн чĕлхине уçма мĕн тĕрлĕ мелпе кăна усă курман-ши; Моторикăна та аталантарнă, логопед патне те, невропатолог патне те пĕрре мар çитнĕ...

Хăй вăхăтĕнче тивĕçлĕ органсем Диана шăпишĕн хыпкаланнă вăхăтра Фоминсем пĕр самант та иккĕленсе тăман: «Ачана çемьене илмеллех». Çитменнине, Дианăпа Кристина амăшĕ енчен – аппăшĕпе йăмăкĕ.

2015 çулта çемье тата пысăкланнă. Харăсах виçĕ ачана – Катьăна, Лизăна тата Сашăна – илнинче те Фоминсен пысăк чунлăхĕ яр уççăн курăнать. Хĕрпĕрчисем – пĕртăвансем. Чунсăр çын çеç вĕсене уйăрма пултарать.

Паллах, нумайăшĕ çакнашкал чунлăха ăнланмасть. «Укçашăн» тесе калакан намăссăрсем те сахал мар. Ачасен куллине, вĕсем хитре тумланнине кура ним йывăрлăхĕ те çук пек туйăнать ĕнтĕ. Анчах та йывăр лару-тăрăва лекнĕ шăпăрлансене çемье ăшшине туйтарма, тÿрĕ çул çине тăратма, пурнăç çулне кăларма мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй, сывлăх кирлĕ-çке. Укçа тенĕрен, патшалăх опекунсене паракан тÿлев паянхи хаксемпе нимĕнле пуянлăх та кÿмест.

Фоминсем акă ачасен тулăх пурнăçĕшĕн пахчаçимĕç нумай çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх чылай тытаççĕ. Çемье пуçĕ ют регионсене ĕçлеме тухса çÿрет. Килте чухне вара кунĕпе – ачасемпе.

Паллах, чи пысăк тивĕçĕ Алевтина Валериановна çине тиенет. Ачасен чунне туйма хăнăхнă ĕнтĕ вăл. Маларах çемье ăшшине тупнисем ăна «анне» тесех чĕнеççĕ. Ыттисем хальлĕхе «Аля аппа» теççĕ. Кÿренмест куншăн Алевтина Валериановна. «Тăван амăшĕсем чĕрех вĕт, тÿрĕ пурнăçран пăрăннă çеç», – тет вăл. Малтанласа ачасем хăйсем пурăннă вырăна кайса кăтартма та ыйтнă иккен. Вĕсен кăмăлне хуçман Фоминсем. Ачасем унччен хăйсем мĕнле нушаллă пурăннине курсан, тек ку ыйтăва çĕклемен.

Ку тĕлĕшпех тепĕр тĕслĕх те чуна пырса тивет. Дианăна илнĕ çул Алевтина Валериановна пахчара чечексем лартнă. Лилисене кăпкалатнă вăхăтра вăл хĕрпĕрчин сăмахĕсене тăнласа йĕрсех янă: «Ты – хорошая мама. Другая мама – плохая, она меня бьет...». Куççульне кăтартмасăр ачана хăй çумне пăчăртанă вăл.

Тĕрĕссипе, ачасем Алевтина Валериановна ытамне час-часах лекеççĕ. Йывăр, чун кÿтнĕ вăхăтра та хăйĕнчен тĕксе ямасть вĕсене. «Никам та çук-çке вĕсен. Эпир мар пулсан вĕсене кам юратĕ; – тет ырă чунлă хĕрарăм. – Чечексем вĕт вĕсем. Ахаль те черчен...».

Çуратнă ашшĕ-амăшĕ ачисен тивĕçлĕ воспитанийĕшĕн тăрăшман çеç мар, сывлăхĕшĕн те хыпман. Çавна пулах ĕнтĕ халĕ Лизăпа Саша больницăна лекнĕ. Кĕске вăхăтрах пулса тăнă тăван çемьешĕн тунсăхланине кашни кунах пĕлтерсе тăраççĕ вĕсем...

Ултă ача – ултă телей. Кристина 16-ра ĕнтĕ. Врач пулма ĕмĕтленет. Çавна май шкулта та тăрăшса вĕренет. Данил вунвиççĕре. Диана 12-ре. Кăмăлĕ пуринчен урăхла. Амăшĕпе юнашар çывăрсан вĕçсе кайма хатĕр. Лиза та 12-ре. Катя – 11-те, Саша – 7-ре. 

Туслă çемьере мĕнпур ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Пушă вăхăтра Вăрнара пăр катокне час-часах килеççĕ. Хĕрсем амăшĕ пекех ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. Кăçал çулла пĕрле мĕн чухлĕ çырла пуçтарман-ши вĕсем; Тепĕр çемьери пĕртăвансем те çакнашкал туслă пурăнмаççĕ.

Алевтина Валериановнашăн ача телейĕ çĕр çинче чи пĕлтерĕшли. Çавăнпах ĕнтĕ районти ашшĕ-амăшне улăштаракан çемьесен «Сăвап» клубне вăл ăнăçлă ертсе пырать, хăй тĕслĕхĕпе ыттисене те çунатланма, ачасене савăнăç кÿме хистет.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика