26 ноября 2016 г.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси яваплă тапхăр. Çакна ăнланса ĕçлеççĕ те районти хуçалăхсенче.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Горбунов ертсе пыракан ушкăн «Юнтапа» хуçалăха тата Вера Дмитриева фермер хуçалăхне çитсе килнĕ, ĕç-хĕлпе паллашнă.
Хальхи вăхăтра «Юнтапа» хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 107 пуç, вĕсенчен сăваканнисем 70 пуç. Апат çителĕклĕ. Хĕл каçма утă 250 тонна, сенаж 1200 тонна хатĕрленĕ.
Вера Дмитриева фермер хуçалăхĕ тĕштырă культурисене туса илессипе ĕçлет. Кăçал кунта тырă упрамалли çĕнĕ склад тунă. Çавăн пекех хуçалăхра выльăх 29 пуç пур. Утă 50 тонна янтăланă.
Ушкăн çитменлĕхсене асăрхаттарнă, кирлĕ сĕнÿсем панă.
К.ЮРЬЕВ.