26 ноября 2016 г.
Республикăра профориентаци енĕпе «Кăмăллакан професси» акци пыни пирки пĕлтернĕччĕ. Çавна май ку эрнере районти учрежденисенче шкул ачисем йышлă пулчĕç.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче мĕнпур тенĕ пек шкулти 9-мĕш класра вĕренекенсем валли экскурсисем йĕркелерĕç. Ирина Кассирова, Олег Григорьев, Владислав Сидоров, Михаил Алексеев, Ольга Цыганова, Александр Константинов, Юрий Павлов, Александр Егоров, Алексей Фирсов, Ильзита Казакова, Любовь Иванова, Ирина Казенова преподавательсем вĕсене кунта илме май пур специальноçсемпе паллаштарчĕç, кăтартуллă занятисем ирттерчĕç. Мастер-классенче ачасене вĕренÿ процесне кÿлĕнме май пачĕç: тренажер-руль умне те ларчĕç вĕсем, автомеханиксем те пулчĕç, суя укçасене уйăрма хăнăхрĕç, консервсен пахалăхне палăртрĕç, кăлпасси изделийĕсенчи крахмала тĕрĕслерĕç тата ытти те.
Уçă алăксен кунне техникумра тăтăшах йĕркелеççĕ. Çитес çуркунне кунта ача садне çÿрекенсем валли те уçă уроксем ирттерме палăртнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.