26 ноября 2016 г.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче спорт, çарпа патриотизм хатĕрленĕвне пысăк тимлĕх уйăрнă. Студентсем занятисенче çирĕп пĕлÿ илнине тĕрлĕ ăмăрту-мероприятисенче çирĕплетеççĕ.
Нумаях пулмасть техникум команди – Василий Скворцов, Эдуард Федоров, Дмитрий Прокопьев, Антон Павлов, Никита Федоров, Александр Пырков, Николай Галкин, Ирина Максимова, Татьяна Капирова, Юлия Григорьева, Настя Судова – пневматикăллă винтовкăран перессипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, ун модификациленĕ версийĕн магазинне патронсемпе снарядлассипе республикăри ăмăртăва хутшăннă. Чăваш енри професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче пĕтĕмĕшле зачетра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Тренерĕ – Владимир Максимов.
Ку йышран нумайăшĕ тăван техникум чысне республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче те аван хÿтĕлет. Таня Капирова, Настя Судова, Ирина Максимова акă волейболра та ăста. Марианна Орлянкова, Любовь Петрова, Оксана Платонова, Алина Григорьева, Анжелика Харисанова тата Людмила Максимова республикăри професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ организацийĕсен спартакиадин зонăри ăмăртăвĕсенче ăнăçлă тупăшса финала тухнă. Тренерĕсем – Галина Павлова тата Владимир Максимов.
Виçĕмкун арçын ачасем Улатăрта финала тухассишĕн кĕрешнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.