23 ноября 2016 г.

Професси суйласа илесси – кашни вĕренекеншĕн яваплă утăмсенчен пĕри. Çавăнпа паян профориентаци ыйтăвĕпе шкулсенче тимлĕ ĕçлеççĕ.
Экономикăри улшăнусем пысăк квалификациллĕ специалистсене ыйтаççĕ. Шел те, çитĕнекен ăру нумай чухне профессие ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва кура мар, обществăри курнăçулăхшăн суйласа илесшĕн. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе республикăра кăçал та волонтер-профориентаторсен «Кăмăллакан професси» акцийĕ ĕçлеме тытăнчĕ.
Вăрнар районĕнче акцие чылай предприяти-организаци хутшăнать. Вăл шутра – «Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ» автономлă учреждени те.
Ĕнер хаçат редакцийĕнче тата типографире Уравăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 8- тата 9-мĕш классенче вĕренекенсем пулчĕç: Анита Вазянга, Михаил Ермошкин, Иван Роштов, Даниил Голубцов, Арина Васильева, Майя Майорова, Карина Майорова, Никита Косарев. Класс ертÿçи – Алина Петровна Илларионова. Район хаçатне пичете хатĕрлессин кашни тапхăрне тĕлĕнсе сăнарĕç вĕсем, пичет ĕçĕ кăсăклă пулнине палăртрĕç.
Уравăш ачисем çавăн пекех Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче те пулчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.