Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 133 тĕспе тивĕçтерÿ илме пулать

23 ноября 2016 г.

Нумай функциллĕ центрсен тивĕçтерĕвĕн меллĕхне темиçе çул туятпăр ĕнтĕ. Çынсем тĕрлĕ ыйтăва пурнăçлама шăпах кунта çул тытаççĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра акă Вăрнар районĕнчи нумай функциллĕ центр халăхран 10698 заявлени йышăннă, 3929 консультаци панă.

Тивĕçтерÿсен пысăк пайĕ Росреестр ыйтăвĕсемпе çыхăннă, заявленисен пĕтĕмĕшле шучĕн 65,74 проценчĕ. Çынсем ытларах куçман пурлăха регистрацилеме ыйтса çырнă – 4087 тĕслĕх, куçман пурлăха кадастр учетне илессипе – 1382, ЕГРП сведенийĕсене илессипе – 265.

Шалти ĕçсен министерстви енĕпе те тивĕçтерÿсем илесси нумайланнă, пĕтĕмпе 2023 пулнă. 181-шĕ РФ гражданинĕн паспортне улăштарассипе, 50-шĕ ют çĕршыв паспортне илессипе, 1697-шĕ пурăнакан вырăнта регистрациленессипе е учетран тухассипе, 71-шĕ судпа айăпланни е айăпланманни çинчен справка илессипе, 16-шĕ ют граждансене учета илессипе çыхăннă. Çавăн пекех социаллă хÿтлĕх пайĕ тĕлĕшпе 880, пенси фончĕ тĕлĕшпе 270 ыйту пулнă. Пĕтĕмĕшле НФЦ ĕçĕсемпе район бюджетне 642987 тенкĕлĕх госпошлина пырса кĕнĕ.

Паянхи куна нумай функциллĕ центрта пилĕк «чÿрече» ĕçлет. Çынсене электронлă черетпе, вăл шутра маларах çырăнса та йышăнаççĕ.  Йышăнăва телефонпа (883537 2-57-47) е интернет урлă (http://gov.cap.ru/SiteMap. aspx.gov–id=814&id=2001319) çырăнма пулать.

Нумай функциллĕ центрта патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталне те çăмăллăнах кĕрсе электронлă тивĕçтерÿ илме пулать.

Ноябрь уйăхĕнчен кĕçĕн тата вăтам бизнес представителĕсем МСП корпораци тивĕçтерĕвĕсене илме пултараççĕ. Пĕтĕмпе вара НФЦ патшалăх, муниципаллă, республика тата бюджет мар тивĕçтерĕвĕсен 133 тĕсĕпе консультацисем парать. Тулли переченьпе район администрацийĕн сайтĕнчи «МФЦ» баннерта паллашма май пур.

Аса илтерме, НФЦ ĕç кунĕсенче 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен уçă, шăматкун 8–13 сехетсенче. Тăхтав вăхăчĕ çук.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика