23 ноября 2016 г.
«Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ ăнăçлă тата пăтăрмахсăр иртни – Росстат тата унăн территори органĕсем ăна йĕркелемешкĕн норматив, меслетлĕх, организаци тата техника енĕпе пахалăхлă тивĕçтернин çимĕçĕ», – тенĕ асăннă тытăм ертÿçи Александр Суринов çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятин пĕтĕмлетĕвĕпе тата унăн кăтартăвĕн ыйтăвĕсемпе Сочире чÿк уйăхĕн 14–18-мĕшĕсенче ĕçлекен канашлăва уçнă май.
Росстатăн оперативлă мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ял хуçалăхĕн 36,4 пин организацийĕ, 174,8 пин хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата уйрăм предприниматель, граждансен 18,2 млн харпăр хăй тата ытти уйрăм хуçалăхĕ, коммерциллĕ мар 76,3 пин пĕрлĕхĕ тĕлĕшпе статистикăн тулли кăтартăвĕсене пухнă. Малтанхи итогсене Росстат сайтĕнче пичетленĕ ĕнтĕ. Статистика бюллетеньне http//www.gks.ru/free–doc/neu–site/business/sx/vsxp2016/VSHP-2016.pdf. адреспа вырнаçтарнă.
Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕн малтанласа хатĕрленĕ тулли информацине Росстат çитес çулхи тăваттăмĕш кварталта кăларма палăртнă. Юлашки пĕтĕмлетÿсене 2018 çул вĕçленнĕ тĕле пичетлеççĕ.