Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Фанфуриксемпе» кĕрешесси – пĕрлехи ĕç

23 ноября 2016 г.

Влаçра ларакансем обществăн хăрушă чирĕпе – халăх ĕçке ярăннипе – нумай çул кĕрешеççĕ. Анчах та правительство спирт шĕвекĕсене закусочнăйсенче, уяв кунĕсенче тата каçхине сутма чарнă вăхăтра суту-илÿре «фанфуриксем» ытларах та ытларах сутăнма тытăннă. Çак продукципе, тĕрĕссипе, сиплевре тата косметикăра кăна усă курмалла, анчах та теприсем ăна хаярри вырăнне ĕçеççĕ.  

Пирĕн районта ку ыйтупа мĕнле ĕçлеççĕ-ха – ун пирки пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав ГОРБУНОВПА тĕл пулса калаçнă.

– Вячеслав Анатольевич, пирĕн районта та ку продукципе туслисем йышлă-и?

– Шел те, сахал мар. «Фанфуриксене» нумай ĕçнине уйрăмах çуркунне, юр айĕнчен тухакан кĕленчесем тăрăх, хаклама пулать. Нумай çĕртре вĕсен шучĕ те çук. Халăх вĕсене ĕçни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнланманни питех пăшăрхантарать. «Фанфуриксене» тăтăш ĕçни тытса пăрахни, суккăрлăх, пĕвер циррозĕ, ытти хăрушă чирсем патне илсе çитерме пултарать. Чи хăрушши – унран çынсем вилни.

Уйрăмах ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем пурнăçран уйрăлни шел. Алкогольпе наркăмăшланни çеç мар, нумайăшĕ ÿсĕрле шывсенче путаççĕ, çунса, шăнса вилеççĕ, харпăр хăй çине алă хураççĕ тата ытти те.

– «Фанфурик» ĕçекенсем чирлĕ çынсем тейĕпĕр, анчах та ку продукцие сутакансем çын сывлăхĕ çинчен пачах та шутламаççĕ-çке.

– «Фанфуриксен» хакĕ пысăк марри нумайăшне ăна ирĕклĕнех туянма май парать. Сутуçăсем вара çакăнпа усă кураççĕ кăна, ку продукцирен вĕсем сахал мар тупăш кураççĕ-çке. Косметика хатĕрĕсене ĕçни пысăк сиен кÿнине тата ăна камсем ытларах туяннине куратăркачах вĕсем ăна ирĕклĕн е вăрттăн сутаççĕ. Хăйсем саккунпа килĕшÿллĕнех ĕçленине пĕлтереççĕ% ăна ГОСТ правилисемпе хатĕрленине, вăл лосьон е одеколон кăна пулнине ăнлантараççĕ. Хăшпĕр çынсем унпа инструкцире çырнă пек мар усă курни коммерсантсене кулянтармасть те. Çакă чи хăрушши.

– Вĕсем тĕлĕшпе мĕнле те пулин пăркăчлав мерисем пур-и;

– «Фанфуриксем» сутакан точкăсем право хуралĕн ĕçченĕсен, депутатсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен тимлĕхĕнчен тухмаççĕ. Сутуçăсемпе тăтăшах кĕрешетпĕр. Шел те, лосьонсене сутнине чарма право тĕлĕшĕнчен  пăркăчлама ирĕк çук. Çавăнпа та халăха алкоголизм чирĕнчен çăлас тесен предпринимательсен халăх сывлăхне пĕтерекен ку ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе пăрăнмалла.

Вăрнар район администрацийĕ райоти суту-илÿ точкисен тата аптека учрежденийĕсен ертÿçисемпе, уйрăм предпринимательсемпе «фанфуриксене» сутма чарасси пирки пĕрре мар канашлусем, калаçусем ирттернĕ.

– Çак калаçусем усламçăсем çине мĕнле те пулин витĕм кÿреççĕ-и?

– Паллах, бизнес представителĕсене тăтăшах ăнлантаратпăр. Енчен те вĕсем патĕнче туяннă продукцие ĕçнĕ хыççăн çын вилсен яваплăхĕ, вăл шутра мораль тĕлĕшĕнчен те, ертÿçĕ çине кăна мар, сутуçă çине те выртать.  Нумайăшĕ çакна ăнланаççĕ. Районти вунсакăр суту-илÿ организацийĕн, аптека учрежденийĕсен ертÿçисем тата уйрăм предпринимательсем спирт шĕвекĕсене хăйсен ирĕкĕпе сутма пăрахасси çинчен меморандум çырнă.

Анчах та паян район администрацийĕ çак продукцие ĕçме сутма юраманни çинчен тĕрлĕ енлĕ ăнлантарать пулин те, хăшпăр суту-илÿ объекчĕсенче вĕсене вăрттăн та пулин ярăнтарма пăрахмаççĕ.

– Вячеслав Анатольевич, çакнашкал тĕслĕхсене пĕлсен çынсен ăçта пĕлтермелле-ха?

– «Фанфуриксемпе» кĕрешесси пĕрлехи тĕллев пулнине кашнин ăнланмалла. Вăл çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать-çке.  Вăрнар район администрацийĕнче лавккасемпе аптекăсенче «фанфуриксем» сутни çинчен пĕлтерме «вĕри лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ% 2-52-07, 2-64-24. Шăнкăравсем анонимлă та пулма пултараççĕ. Пĕрлехи вăйпа алкоголизмран темиçе çын пурнăçне çăлни те пысăк ĕç.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА  калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика