23 ноября 2016 г.
Элĕк районĕнче хуçалăх тилхепине çирĕп тытма пĕлекенсем сахал мар. «Алмаз» общество ертÿçине Геннадий Денисова шăпах тăрăшуллисен шутне кĕртмелле.
Тÿрех палăртмалла, аллă урлă каçнă арçыннăн вăй-халĕ иксĕлми. Çавăнпа кирек епле ĕçре те маххă памасть. Иртни патне таврăнсан «Звезда» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынине аса илмелле.
Ертÿçĕне суйличчен водительте вăй хунă вăл. Геннадий Денисов ĕçе ялан тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ĕçченлĕхпе палăрнă. Ял çыннисем унăн тăрăшулăхне асăрхаман мар. 1998 çулта хуçалăхăн отчетпа суйлав пухăвĕнче ертÿçĕ ыйтăвĕ тухса тăнă. «Геннадий Денисова хуçалăх ертÿçин тилхепине тыттарар. Çамрăкăн ĕçлес пултарулăхĕ пысăк»,– сĕннĕ ял çыннисем. Шутламан çĕртен водительтен председатель пулса тăнă.
Вăл çĕнĕ ĕçе кÿлĕнсен чи малтанхи кунсенче канăçсăрлăха кĕрсе ÿкнĕ% хуçалăха епле майпа малалла туртса пымалла; Парăмсем те пĕчĕк мар. Вăйпитти çын хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă% шалу парăмне чакармалла, çавна май ял çыннисене ĕç патне ытларах явăçтармалла. Чăн та, малтанхи вăхăтра хăйне çынсем итлемесрен шикленнĕ, анчах кунсем хыçа тăрса юлнăçемĕн ку туйăм сĕвĕрĕлнĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсене ĕç укçи майĕпен тÿлеме тытăннă, дисциплинăна çирĕплетнĕ. /сĕрсене пуçран ачашламан. Çирĕплĕхе майĕпен хăнăхтарма тивнĕ. Машинăпа трактор паркне çĕнетнĕ, кантур çуртне çĕкленĕ, ял çыннисене çутçанталăк газĕ кĕртме пулăшнă. Чăрăшкассине колхоз вăйĕпе асфальт çитернĕ. Пĕр сăмахпа, хăйне шеллемен ертÿçĕ. «Звезда» хуçалăха çичĕ çул ăнăçлă ертсе пынă.
Геннадий Денисова 2006 çулта шăпа Юнтапана илсе çитернĕ. Кунта ял халăхĕ ăна пысăк парăмсем айне путнă «Слава» хуçалăхăн председательне суйланă. Чăрăшкасси арçынĕ ĕçе çĕнĕ вăй-халпа пикеннĕ. Чăрмавсем нумай пулнă пулин те ертÿçĕ пуçа усман, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхнă. «Слава» хуçалăх никĕсĕ çинче «Алмаз» общество туса хунă. Çĕнĕ çул-йĕр çине çăмăллăн тăман. Халăх ĕненĕвĕ çунатлантарнă, ыран паянхинчен тухăçлăрах ĕçлемеллине мала хунă. Тăрăшулăха тĕпе хывнăран кăтартусем çултан çул лайăхланса пынă. Кăçал та обществăн уй-хирĕсенче тырпул япăх мар çитĕннĕ. Анчах ертÿçĕшĕн ку кăтарту чикĕ мар, çитес çул кăçалхинчен ытларах ÿсĕм тăвасшăн. Кĕрхи çĕртмене 650 гектар çинче пурнăçланă.
– Малалла аталанассипе тата нумай ĕçлемелле,– терĕ ертÿçĕ. Геннадий Васильевич каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Ертÿçĕ çине пысăк яваплăх тиенет. ĕçе вăхăтра тата пĕлсе тумарăн– çитĕнÿ пирки шутламалли те çук. Ăнланакансем пурри вара чун-чĕрине хавхалану хушать. Мехпаркра чуна парса ĕçлекенсене мухтать, вĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарать. Çамрăксене те ĕç патне туртать.
Геннадий Денисов пĕр вырăнта нумай ларма хăнăхман, уйрăмах хĕрÿ тапхăтра. Канăçсăр чун-чĕреллĕскер пĕр кунра Шупашкара çитсе килме те, уй-хирти ĕçсемпе паллашма та пултарать. Çул çине водительпе пĕрле тухма хăнăхман, автомашинăпа пĕчченех çÿрет. Хĕрÿ тапхăрта мехпаркри пурлăха каçсерен хураллама та хирĕçлемест. Çавăн пекех пушăрах вăхăтра тракторпа уй-хире тухса нумай çул ÿсекен курăксене çулать, типсе çитсен тюклать. Пĕр сăмахпа, пĕр ĕçрен те хăрамасть. Çемье пирки те манмасть. Мăшăрĕпе виçĕ ачана ура çине тăратнă. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.
– Кирек камăн та çирĕп тĕллев пулмалла. ĕçе иккĕленÿпе пурнăçласан нихăçан та ăнăçмасть. Çавăн пекех йывăрлăхсенчен хăрамалла мар,– шухăша уçрĕ Г. Денисов.
Юрий Корнилов.