Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аçăмçырми шкулĕ 130 çул тултарчĕ

23 ноября 2016 г.

Витĕртухан Ялтăрара (20-мĕш ĕмĕртен пуçласа Аçăмçырми ялĕ) чиркÿ-прихут шкулĕ 130 çул каялла, 1886 çулта уçăлнă. Унăн заведующийĕ Нурăс чиркĕвĕн пупĕ пулнă, вăлах кунти ачасене Турă законĕсемпе паллаштарнă тата чиркÿ кĕллине верентнĕ. Уроксене хресченсен килĕсенче ирттерме тивнĕ. 1898 çулта 27 арçын ача, 4 хĕрача вĕреннĕ.

1915 çулта шкул  çурчĕ çунса кайнă. 17 ача вĕренÿ çулне Семен Смирнов килĕнче вĕçленĕ. 1919 çулта ял халăхĕ çĕнĕ шкул çуртне çĕкленĕ, ку шкулта 4 класс таран вĕрентнĕ. 1931 çулта 5-мĕш класс уçăлнă, 1938 çулта пĕрремĕш хут çичĕ класс вĕренсе тухнă. 

1958 çултан шкулта 8 çул таран вĕрентме пуçлаççĕ. 1970–1971 çулсенче шкулта 440 ача вĕреннĕ, вĕсемпе 19 учитель ĕçленĕ. 1996 çулта шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ.

Юлашки 20 çул хушшинче Аçăмçырминчи вăтам шкул тĕрлĕ енлĕ аталанчĕ. 1993–2010 çулсенче шкула В.И.Ильин ертсе пынă, 1996-мĕшĕнче вăтам шкул туса хунă. В.И.Ильин тата Аçăмçырми шкулĕнче вĕреннĕ В.Е.Федоров профессор, техникăпа наука кандидачĕ тăрăшнипе 2001 çулта  шкул Мускаври çул-йĕр институчĕн Атăл тăрăхĕнчи филиалĕпе таччăн ĕçлеме пуçларĕ. Институтра вĕрентекенсем шкула физика, математика, вырăс чĕлхине вĕрентме килсе çÿренĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн нумайăшĕ МАДИ студенчĕсем пулса тăнă, çав хушăрах Чăваш патшалăх университетне, Ял хуçалăх академине  тата ытти аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.

2003 çулта республикăри вĕрентÿ министерстви ирттерекен конкурсра Аçăмçырми шкулĕ  «Школа открытий» номинацире призерсен шутĕнче пулчĕ.

2005 çулта вара республикăра йĕркеленĕ сывлăх лагерĕсен конкурсĕнче  çĕнтерÿçĕ ятне илтĕмĕр. 

2007–2008 çулсем – шкулшăн питĕ паллă çулсем. Пирĕн шкул республика Президенчĕн грантне (200 пин тенкĕ), Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне (1 млн тенкĕ) çĕнсе илчĕ. Çак грантсем шкула пурлăх тĕлĕшĕнчен аталанма май пачĕç.

2010 çулта тепĕр хут республикăри сывлăх лагерĕсен конкурсĕнче мала тухма пултартăмăр. Икĕ хутчен республика шайĕнчи «Зарница» вăййисенче шкул команди малтисен ретне лекрĕ. КВНпа та темиçе хутчен  республикăра палăртăмăр.

Юлашки çулсенче  «Ташлакан шкул» проекта активлă хутшăнтăмăр, Чăваш Фончĕпе таччăн ĕçлесе шкул сывлăхшăн кĕрешекенсен ресурс центрĕ пулса тăчĕ (районта пĕрре).

2016 çултан шкул республикăри «Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» социаллă проекта активлă хутшăнать. Çавна май Канаш хулинче иртнĕ ăмăртура юидовецсен команди 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Шкулти çамрăк инспекторсен команди çулсерен республикăри «Безопасное колесо» конкурсра çĕнтерет, Раççей шайĕнче хутшăнма тивĕçлĕ пулать.

Юлашки çулсенче робототехникăн пĕлтерĕшĕ чылай ÿсрĕ. Шкул ачисем интересленсех  тĕрлĕрен роботсене пуçтарма пултараççĕ, вĕсен пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинчен ăнланаççĕ.

Кăçал шкулта авиаципе космос енĕпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттересшĕн. Вĕсенчен пĕри  – çак темăпа çыхăннă экспонатсем пухса шкул музейне пуянлатасси.

Паянхи шкулта  ачасене нумай енлĕ аталанма условисем пур.  Республика программипе шкула ачасене турттарма икĕ автобуспа тивĕçтернĕ, паянхи куна шкула ачасем 11 ялтан çÿреççĕ.

Пирĕн  учительсем пурте квалификациллĕ категориллĕ. Вĕсем 124 ачана пĕлÿ параççĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче палăрнă учительсем тĕрлĕрен наградăсене тивĕçрĕç.

Полина АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика