Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене – право пулăшăвĕ

19 ноября 2016 г.

Ĕнер Раççейре ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртрĕ

Çавна май район администрацийĕн опекăпа попечительство пайĕ тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене, çавăн пекех вĕсен саккунлă представителĕсене, хăйсен çемье хÿттине ача илес текенсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ панă.

Раççей юстици министерствин Чăваш енри управленийĕ Раççей Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕнче адвокатсемпе нотариуссен пĕрлĕхĕсен, социаллă хÿтлĕх пайĕсен, опекăпа попечительство органĕсен представителĕсене явăçтарса граждансене юридици пулăшăвĕ парассине йĕркеленĕ.

Республикăри коммерцилле мар организацисем те тĕллевлĕ аудиторипе тĕл пулнă. «Чăваш Республикин юристсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци шкул ачисемпе право темипе ĕçлĕ вăйăсем ирттернĕ.

Аса илтерме, уйрăм категорири граждансем тÿлевсĕр юридици пулăшăвне ытти чухне те илме пултараççĕ. Телефонĕсем: Чăваш Республикин Адвокат палати – 22-66-63, Юстици министерстви – 62-33-53, 64-20-70. Вăрнар районĕнчи тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн пÿлĕмĕ: Вăрнар пос., Советски ур., 18-мĕш çурт. Телефон 2-50-00.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика