Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир те пурнăçран юласшăн мар

19 ноября 2016 г.

Иртнĕ эрнекун Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин членĕсен 8-мĕш ăс-хакăл турнирĕ пулчĕ. Ăна тĕнчери куç курманнисен кунне халалларĕç, çав куна пирĕн çĕршывра кашни çулах чÿкĕн 13-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Пирĕн команда тĕп хуларан «Тăнăçлăхпа пахалăх» номинацире çĕнсе илнĕ дипломпа таврăнчĕ.

Çакна палăртма питĕ кăмăллă, куç курманнисене пĕрлештерекен Йĕпреçпе Вăрнар районĕсенчи организацийĕ ВОСăн республикăри организацийĕ ирттерекен спорт ăмăртăвĕсене кашни хутĕнчех хастар хутшăнать. Кăçал эпир республика шайĕнче йĕркеленĕ сĕтелçи теннис, шашкăлла тата шахматла вылякансен тупăшăвĕсенче те хамăрăн ăсталăха кăтартма пултартăмăр, çавна май дипломсемпе медальсене тивĕçрĕмĕр. Акă, Евгений Никитин шахматпа тата Алина Иванова шашкăпа бронза медальсем çĕнсе илчĕç.

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕпе чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнчи тапхăрта республикăра «Шурă туя» уйăхлăх иртрĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче хамăр членсене явăçтарса тĕрлĕ мероприяти ирттертĕмĕр. Шупашкарта йĕркеленĕ «Вырăнти ăстаçăсем – чи маттуррисем» конкурса хутшăнтăмăр, унта «Чи креативлă ушкăн» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăтăмăр. 

Галина МЯСНИКОВА,

 куç курманнисен Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика