Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Онкологи службин малашлăхĕ пысăк

19 ноября 2016 г.

Онкологи службин малашлăхĕ пысăк

Чăваш енри онкологи службин историйĕнче кăçалхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ яланлăх çырăнса юлĕ: республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирургин çĕнĕ корпусĕнче операцисем ирттерме тытăннă.

Операци пÿлĕмĕсене улттăшне те хута янă. Вĕсен хăтлăхĕпе персонал та, пациентсем те кăмăллă пуласси иккĕлентермест.

Операци пÿлĕмĕсене медицинăн эксперт класлă оборудованийĕпе пуянлатнă. Кунта хирургсене ĕçлемешкĕн кăна мар, анестезиологсемшĕн те услови çителĕклех.

Сăмах май, онкологи диспансерĕсен хирурги корпусне 2012 çулта тума тытăннă. Строительство ĕçĕсемпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев интересленсех тăнă, унăн лапамĕнче тăтăшах пулнă. Вăл Патшалăх Канашне янă Çырура Республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирурги корпусне 2016 çул вĕçлениччен хута яма палăртни ăнăçлă пурнăçланчĕ.

Çĕнĕ корпус ĕçĕ-хĕлĕпе çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ, Н.Н.Блохин ячĕллĕ РОНЦ директорĕ, РАН тата РАМН академикĕ, медицина наукисен докторĕ Михаил Давыдов профессор паллашнă.

Регионти онкологи службин малашлăхĕ чăннипех пысăк: ядерлă медицинăна аталантарни усал шыçăллă пациентсене сиплемелли тулли циклăн юлашки тапхăрĕ пулса тăрĕ. Çакна нумаях пулмасть Шупашкарта пулнă май, Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова та палăртнăччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика